Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Умра 95 те, 100 те пултӑр!

Кивӗ Сатуркка ялӗнче пурӑнакан Рушания Шарипзяновна Замалетдинова 1933 ҫулта, нумай ачаллӑ ҫемьере, виҫҫӗмӗш ача пулса çуралать. Ун хыҫҫӑн тата тӑватӑ ача кун çути кураççӗ.

Паллах, пурнӑҫ лайӑх пымасть. Вӑрҫӑ ҫулӗсем: тăраниччен çимелли те, тăхăнма тумтирӗ те çук. Ачалăхӗнчен чун-чӗрине кӗрсе юлни Рушания аппан, амӑшӗ ҫӗрӗк ҫӗрулми типӗтсе, мăян вăрлăхӗ хушса, ҫӑкӑр пӗҫерни. «Вăл питӗ йӳçӗччӗ, ҫӑвара хыпма та пулмасчӗ пек, анчах эпир выҫӑпа вилес мар тесе мӗн пуррипе çырлахнă. Халӑх ҫапла пурӑннӑ», – тет вӑл.

Шкулта  ытларах пӗлӳ илме çырман Рушания аппана, ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан, район центрне вӗренме каймалла. Унтан кашни кунах килсе çӳреме пулмасть, «ытлашши çăвар пулса» тӑванӗсем патӗнче пурӑнма пултарайманнине пӗлсе, ашшӗ килӗшмест.

Çулӗ çитмен ача ҫитӗннисемпе пӗрле вӑрман касма, уй-хире, колхоза ӗҫлеме çӳрет. Каярахпа Рушания аппан ӗҫ ҫулӗ почтӑпа ҫыхӑнать. Кулленех вӑл район центрне 8 ҫухрӑм кайса, хаҫатсемпе ҫырусем тултарнӑ пысӑк сумка йăтса таврăнать, вӗсене ял ҫыннисене валеҫет.

1956 ҫулта Рушания аппа пӗр ял çыннипе çемье çавăрать. Ял каччи малта пыракан шофер, ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлет. Рушания аппапа мăшăрӗ Роберт пичче тӳрӗ кӑмӑлпа вăй хурса, ӗҫ ветеранӗ ята тивӗҫлӗ пулаççӗ. Илемлӗ, туслӑ ҫемьере 3 ывӑлпа 2 хӗр пăхса ӳстереççӗ, пӗлӳ параҫҫӗ.

Аслӑ хӗрӗ Сирина çар чаҫӗнче ӗҫлет, Чечняра пулать, çар юхăмӗн ветеранӗ ятне тивӗçет. Тивӗҫлӗ канура пулсан та, паянхи кунчченех ӗҫлет, Хусанта пурӑнать. Ывӑлӗ Рашит та шалти ӗҫсен органӗсенче вăй хурать, капитан, çавӑн пекех Чечняра пулнă, Мускавра пурӑнать, ӗҫлет. Иккӗмӗш хӗрӗ Танзиля та Хусан хулинче пурӑнать, патшалӑх органӗсенче ӗҫлет. Тата тепӗр ывӑлӗ Рафис район центрӗнче ҫемйипе пурăнать, Афган вӑрҫин ветеранӗ.

Рушания аппа вара кӗҫӗн ывӑлӗн Равилӗн, кинӗн Таслимян хӳттинче пурӑнать. Вӗсем тӑван никӗсе упраса, тӑванӗсене хисеплесе, вӗсене пӗр йӑвана пуҫтараççӗ, кӗтсе илсе ӑсатакансем те.  Ку ҫемьере мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсен шучӗ те 15 яхӑн.

Ҫак кунсенче ялăн хисеплӗ çынни 90 ҫул тултарчӗ. Пысӑк уяв ячӗпе Рушания аппа патне ачисем таврăнчӗç, саламлама ертӳçӗсем килчӗҫ. Хӑнасем ăна чыслă ӗҫӗсемшӗн тав турӗҫ, телейлӗ ватлăх, канăçлăх сунчӗҫ. Эпир те ҫак сӗнӳсем çумне хушӑнатпӑр, 95 тата 100 çулӗсене те кӗтсе илмелле пултăрччӗ!

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев