Ульяновск хулинчен офицерсен пӗр ушкӑнӗ килсе, студентсемпе тата шкул ачисемпе тӗлпулусем ирттерчӗç
Хăюллă урокӗсем
Мероприяти «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» пуçланчӗ. Тӗлпулура офицерсем хӑюлӑх урокне ирттерчӗҫ.
Хӑнасем студентсем умӗнче тухса калаçса, хӑйсем ӑҫта служить туни, вӗсене мӗнле çапăçусенче хутшăнма тӳрӗ килни, ку е ытти ҫулсенче мӗнле тӗллевсем пурнăçлани, ҫар çынни пулассишӗн мӗнле вӗренӳ çурчӗсенче вӗренме май пулни çинчен калаçрӗҫ.
Кашни хӑна хӑйӗн видеороликне хатӗрлесе килнӗччӗ. Вӗсем шыв айӗнче ҫӳрекен кимӗсен, летчиксен, пӗр сӑмахпа каласан, салтаксен, ҫар ҫыннисен пурнӑҫӗ ҫинчен материалсем пулчӗç. Офицерсем, çаплах, каччăсене ҫарта служить тăвассишӗн шкулта чухнех хӑйсене ҫар пурнӑҫне хатӗрлеме тытӑнмаллине, кун валли вара спортпа туслашма та кирлине аса илтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫарта ҫамрӑксем кӑна мар, хӗрсем те службăра тăма пултарнине палӑртрӗç. Хӗрсем, сӑмахран, ҫыхӑну, медицина, ҫар психологӗсен дивизионӗсенче ӗҫлеме пултараҫҫӗ.
Тӗлпулура хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршыв тавра пулса иртекен пулăмсене те сӳтсе яврӗç.
Кӑнтӑрла иртсен хӑнасем Çӗнӗ Йӗлмел тата Чăваш Ҫӗпрел вӑтам шкулсенче пулса, вӗренекенсемпе тӗл пулчӗç.
Вӗсем Дементьев ячӗллӗ парка, афганистанра служить тунă Виктор Петуховăн килӗнчи музейне те ҫитсе курчӗҫ. Музее Салтаксен туслăхӗн Ялавне тата Тӑван çӗршыв салтакӗсен кӗнекине парнелерӗç.
Экскурсире тата студентсемпе тӗл пулнӑ чухне хăнасене районти вӑрҫӑ юхăмӗн ветеранӗсен Совечӗн ертӳçи Виктор Петухов ертсе çӳрерӗ. Офицерсем ҫакӑн пек тӗлпулусене малашне те йӗркелессе шанăç пӗлтерчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев