Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 12 ҫын путса вилнӗ

Шывра асӑрхануллӑрах пулӑр

Кӑҫалхи çулăн пуçламăшӗнчен пуҫласа Тутарстанри шыв-шурсенче 18 инкек пулса иртнӗ. 12 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен 2шӗ ачасем. Кун пирки Камско-Уствинск районӗнчи Кӗҫӗн карапсен патшалӑх инспекцийӗн инспекторӗ Нияз Нуриев пӗлтерет.

Нияз Нуриев каланӑ тӑрӑх, шӑрӑх ҫанталӑк пуҫлансан шывра путса вилекенсен шучӗ ӳссех пырать. Шыв-шурсенче шыва кӗме чарнӑ пулин те, шăрăх тăракан çанталăк халăха çырмасен, кӳлӗсен хӗррине кайма хистет. Патшалăх инспекторӗ инкексенчен нумайӑшӗ шыва кӗме юрӑхсӑр вырӑнсенче пулса иртнине палӑртать.

Ҫивӗч ыйтусене шута илсе хуласемпе районсенче мобильлӗ патрульсен ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. Вӗсем рейдсем йӗркелӗç, шыв-шурсене сӑнаса тӑрӗҫ. Ирӗк паман вырăнсенче шыва кӗрекенсене пысӑк суммăпа штрафлӗҫ.

Шыва кӗнӗ чухнехи хӑрушсӑрлӑх мерисем:

— ирхине е каҫхине шыва кӗни ăнăçлăрах, çак вăхăтра хӗвел ӑшӑтать, ытлашши хӗртмест;

— шыв температури 21 градусран кая пулмалла мар; ишев вăхăчĕ 20 минутран ытла пулмалла мар;

— шыва темиҫе хут 15-20 минутлăха кӗрсе тухни авантарах пулӗ, шăнсан шăнăр туртать, сывлӑш пӳлӗнет, тӑна çухатма пултарăн;

— ӳсӗр пуçпа шыва кӗме юрамасть;

— кӗперсемпе пристаньсем ҫинчен шыва сикме, иртсе пыракан кимӗсемпе, катерсемпе, карапсемпе юнашар ишме юрамасть;

— ҫывӑхра туса лартнӑ пляж пулмасан, шыва кӗме тӗпӗ хытă хӑйӑрлӑ, ҫӳп-ҫапсӑр, тайлӑмлӑ вырӑн суйласа илмелле;

— палăртнă вырăнсенчен иртсе малалла ишме кайма юрамасть, унта шӑтӑксем, вӑйлӑ юхӑмлӑ вырӑнсем пулма пултараҫҫӗ;

— вӗрсе хӑпартмалли матрац, автомобиль камерисем, вӗрсе хӑпартмалли минтерсем ҫинче ан ишсе ҫӳрӗр. Ҫил е шыв юхӑмӗ вӗсене ҫырантан инҫете илсе кайма, хум хуплама пултарать;

— пӗчӗк ачасене шыв хӗррине пӗччен ан хӑварӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев