Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫулӗсемпе ватă, чунӗсемпе çамрăк çынсен уявӗ

«Пӗр-пӗрне курса, куçа-куçăн пăхса калаçса ларни, хальхи вăхăтра ылтăн-кӗмӗлтен те хаклă», – тет Роза Егоровна

 

Алешкин-Саплăкри Культура çуртĕнче Ватăсен кунне халалланă савăнăçлă уяв  иртрĕ.  Унта ялта пурăнакан аслă ăрури çынсем килме кăмăл турĕç. Сумлă хăнасене çак кун ячӗпе ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Петр Артемьев ăшă та ырă сăмахсемпе саламласа, канлӗ ватлăх, çирӗп сывлăх, яланах  çывăх çынсен ăшшине туйса пурăнма сунчӗ.

Уяв мероприятийӗ ăшă калаçупа йӗркеленсе пычĕ. Ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Валерий Марков, ялăн хисеплĕ çыннисем Иван Журавлевпа  Роза Журавлева çак кун пурне те ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмӗр сунчӗç. Илемлӗ уява йӗркелекенсене чун-чӗререн тав турӗç, ырă йăла-йĕркене малалла та тăсма сӗнчӗç. «Пӗр-пӗрне курса, куçа-куçăн пăхса калаçса ларни, хальхи вăхăтра ылтăн-кӗмӗлтен те хаклă», –  терĕ Роза Егоровна.

«Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан»,  – тенӗ мĕн авалтан. Ҫакна шута илсе уявра шкулта вӗренекен ачасем илемлӗ сăввисемпе ватă çынсен чун-чӗрисене тыткăнларӗç (ертӳçисем Ирина Антоновапа Аминат Степанова). Ялти библиотека заведующийӗ Ирина Артемьева кучченеçсемпе сăйларĕ, Культура çуртĕнче вăй хуракансем юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Иккӗмӗш класра вӗренекен çепӗç сасăллă Аделина Максимова аслашшӗпе-асламăшне «Кукаçипе куками» юрă парнелерӗ.

Уявра чи асра юлмалли вара – ялти маттур та пултаруллă аслă çултисем иртнисене аса илни, ӗлӗкхи юрăсене шăрантарни, кăсăклă вăйăсем выляни. Кашниех чӗрисенчен тухакан сăмахӗсене каларӗç.

«Ăшă сăмах ăшăтать, сивӗ сăмах сивӗтет»,  – теççĕ халăхра. Нумай кирлĕ-и, çынна? Уйрăмах ватлăх енне пуснăскере… Тимлӗх, юрату, ырă кăмăл пур этемшӗн те эмел пекех вӗт… Вӗсем пӗр-пӗрне ывçă-ывçă телей, малалла пурăнмалăх вăй-хăват сунчӗç.

Мероприятие пухăннă çулӗсемпе ватă та, чунӗсемпе çамрăк тусăмăрсем техӗмлӗ чейпе сăйланнă хыççăн, çак уява тепӗр çул та килме Турă сывлăх патăр терӗç. Ырă кăмăл-туйăмсемпе килӗсене саланчӗç.

Уяв йӗркелӳçисем ял тăрăхӗн пуçлăхне П.Артемьева, администраци ӗçченӗсене, шкул коллективне, библиотека заведующине Ирина Васильевнăна, ялти ветерансен совечĕн ертӳçине В.Маркова, Олимпиада Борисовăна чун-чӗререн тухакан тав сăмахĕ каларӗç, çапла малалла та туслăха упрама сунчӗç. Пурнăçăн илемӗ те çирӗп туслăхра-çке!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев