Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫулсем лӑпкӑ та хӑрушсӑр пулччӑр

Видеоçыхăну вăхăтӗнче Çӗпрелӗн çулӗсем çинчи хăрушсăрлăха тивӗçтерес шая анализларӗç

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетра Тутарстан Республикин Раççей Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Дамир Бикмухаметовпа пӗрле видеоконференци режимӗнче иртнӗ ларура, çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхне тивӗçтерес енӗпе муниципаллă комисси тулли составпа хутшӑнчӗ. Унта, çаплах, вырăнсенчи ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсемпе те çыхăнчӗç.

Ларăва районти ӗҫ тӑвакан комитетăн тата комисси ертӳçи Данис Сатдинов илсе пычӗ. Кун йӗркинче пирӗн ҫулсем ҫинче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес енӗпе ҫыхӑннӑ питӗ паха тата питӗ кирлӗ ыйтусемччӗ. Ҫӗпрел район территорийӗнче автотранспорт аварийӗсем тата çул-йӗр хăрушсăрлăхне тивӗçтерес енӗпе анализпа ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов тухса калаҫрӗ. Ҫавӑн пекех, Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов тата çутӗç уйрăмӗн методисчӗ  Ильнур Мавзютов тухса калаçнине те  итлерӗҫ. Ларура хутшӑнакансем Ҫӗпрел районӗн çулӗсем çинче аварисем килсе тухнин сăлтавӗсене тата автомобиль ҫулӗсем çинче тивӗçлӗ йӗркене тытса тӑрас ӗҫе йӗркеленине анализларӗç. Шкул автобусӗсенче ачасене илсе çӳретмелли хăрушсăрлăха  тивӗçтерес, çавăн пекех çул-йӗр-транспорт  инкекӗсене пӗтерес тӗллевпе вырăнти ял тăрăхӗн органӗсем тата аварипе ҫӑлав службисем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленине уйрӑмах тимлӗх пачӗç. Кун йӗркинче, çаплах, водитель профессине хатӗрлессине вăя кӗртекен организацисемпе килӗштерсе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те пӑхса тухрӗç. ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ  Анатолий Михайлов сăмахӗсенчен курăннă тăрăх, кӑҫалхи ултӑ уйӑхра район центрӗнче тата пурӑнмалли пунктсенче, çаплах федеральлӗ пӗлтерӗшлӗ «Цивильск-Ульяновск» автомобиль çулӗ çинче çул-йӗр-транспорт аварийӗсем пулман. Хусан- Ульяновск -Кивӗ Ҫӗпрел тата Ҫӗпрел-Тутар Шатăршан автомобиль ҫулӗ ҫинче ултӑ çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнă.  Вӗсем пурте, пӗрремӗш черетре, транспорт юхӑмӗ ӳснипе, урăхла каласан  Хусан-Ульяновск-Кивӗ Çӗпрел регионри автоçула Ульяновск облаçӗпе çыхăнтарнă хыҫҫӑн, килсе тухрӗҫ. Ӳсӗртекен шӗвек ӗçнӗ хыççăн транспорт хатӗрне çӳретекенсен тӗлӗшпе уйрӑмах калаçрӗç. Ун пеккисемпе тата та  çирӗпрех ӗҫ илсе пымалла, законпа килӗшӳллӗн çирӗп мерӑсемпе усӑ курма кирлине çирӗплетрӗç.

–Ӳсӗр шоферсене хирӗç ГИБДД инспекторӗсем яланах кӗрешӳ илсе пыраççӗ. Ҫулсем ҫинчи лару-тӑрӑва контрольте тытма, çаплах, ытти ӗҫченсем тата район халăхӗ те пулӑшать. Эпир район çыннисене: «Ӳсӗрле руль умне ларнă çынна курсан – ГИБДД  уйрăмне пӗлтер!», – тесе активлă граждан позицине кӑтартма чӗнсе калатпăр, – тесе палӑртса иртрӗ Анатолий Михайлов видеоçыхăну вăхăтӗнче тунă докладӗнче.

Дамир Бикмухаметов: –Çул-йӗр инкекӗсен тӗп сӑлтавӗ транспорт хатӗрӗсене çӳретекенсем ҫул-йӗр правилисене тӳрккессӗн пӑсни пулса юлать, уйрăммăн илсен, хӑвӑртлӑха ӳстерни тата хирӗçле çул полоси çине тухни, çаплах ҫуран ҫӳрекенсем çул урлă каçнă чухнехи правилăсене пурнăçламанни те инкек патне илсе çитерет.

 

 

Дамир Бикмухаметов: Ачасене илсе çӳретессишӗн усӑ куракан автобуссене контрольте тытмалли ӗçе тата та вӑйлатма чӗнсе каларӗ. «Ачасем хутшӑннипе килсе тухнă ҫул-йӗр трагедийӗсем пире уйрăмах пăшăрхантараççӗ», – терӗ вăл. Часах çӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуçланни шкулта вӗренекенсем çул çинче нумайланнине шута илесси çинчен каларӗ ГИБДД  управленийӗн пуҫлӑхӗн çумӗ, шкул, ача сачӗсен территорийӗсем ҫумӗнче тивӗҫлӗ ҫул паллисем пуррине тӗрӗслесе тăмаллине палӑртрӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев