Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫулсем ҫинче ҫичӗ ҫын вилнӗ

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн ларӑвӗ пулчӗ

Лару ӗçне районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов илсе пычӗ.

Лару ӗçӗнче район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Артем Абрамов, Хусанти «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн территорири управленийӗн начальникӗ Наиль Агишев, ГИБДД управленийӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, Хусан хулинчи территорири управленийӗн профилактика уйрӑмӗн Пăвари пайне ертсе пыракан специалист Екатерина Журавлева, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, çутӗç учрежденийӗсен представителӗсем тата комисси составӗ хутшӑнчӗ. Лару кунӗн йӗркинче 2024 ҫулта Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи ҫулсем ҫинчи лару-тӑрӑва тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ыйтусем пулчӗç.

Артем Абрамов регионти пӗлтерӗшлӗ автоҫулсем ҫинче (Хусан — Ульяновск — Кивӗ Ҫӗпрел тата Кивӗ Ҫӗпрел — Тутар Шатăршан) 2024 ҫулта 5 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнине, вӗсенче 7 ҫын вилнине тата 6 ҫын аманнине каласа иртрӗ. (2023 ҫулта регионти ҫулсем ҫинче 1 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, 1 çын аманнăччӗ).

2024 ҫулта вилнисемпе тата сиен куракансемпе пулнă çул-йӗр-транспорт инкекӗсен тӗп тӗсӗсем машинăсем çапăнни (6 тӗслӗх), вӗсенче 2 ҫын вилнӗ тата 8 çын сиен курнă, ҫав шутра 1 ача; çаврăнса хупланни — (1 тӗслӗх), 1 ҫын суран илнӗ тата ҫул айккине анса кайни (1), 2 ҫын аманнă.

Хирӗç пыракан юхăмăн полоси çине тухнипе çыхăннă аварисем чакнӑ пулин те, ку енӗпе лару-тӑру пурпӗрех кӑткӑс пулса юлать. 

2024 ҫулта çакăн пек çул-йӗр-транспорт инкекӗсенче 2 ҫын сиен курнă, ҫав шутра 1 ача.

Докладчик, çаплах, ӳсӗр водительсене тупса палӑртас, водительсемпе ҫуран ҫынсем ҫул-йӗр правилисене пӑснин ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. 

Район территорийӗнче ӳсӗрле транспорт çӳретннипе 1 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ, аваришӗн водитель айӑплӑ тесе йышӑннӑ.

44 çынна 2024 ҫулта ӳсӗр пуçпа транспорт хатӗрӗсене çӳретнӗшӗн тытса чарнă. Çакӑ, 2023 ҫулпа танлаштарсан, 17 факт сахалтарах.

2024 ҫулта ашшӗ-амӑшӗсен айӑпӗпе 1 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, пӗр ача сиен курнă.
Хӑйӗн сӑмахӗнче Наиль Агишев территорири управленийӗн уйрăмӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа иртрӗ. Ҫулсем ҫинче виҫе тата габаритлӑ тӗрӗслев, ҫул хӗрринчи полосасемпе усă курмалли йӗрке, ачасем çул-йӗр-транспорт инкекӗсене пула сиен курнин ыйтăвӗсем çинче чарăнса тăчӗ. Ачасемпе профилактика мероприятийӗсен ыйтӑвӗ енӗпе вӑл ашшӗ-амӑшӗсемпе те ӗҫе вӑйлатма сӗнчӗ.

«Данадис» обществӑн директорӗн çумӗ Ильнур Исхаков ачасене организациллӗ майпа турттармалли правилӑсене пӑхӑнасси ҫинчен доклад турӗ. 

Район прокурорӗ Олег Гайнутдинов ҫулсем çине те уйрăмах тимлӗх уйăрмаллине, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен вӑхӑтӗнче чылай чухне ҫулсем пылчăклă пулнине, уйрӑмах çакă ҫурхи-кӗрхи ӗҫсен тапхӑрне тӳрӗ килнине палӑртрӗ. Пулса иртнӗ аварисенче вара айӑплисем водительсем пулса юлаҫҫӗ. Район прокурорӗ ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене ҫулсем вараланнине тимлӗхе илме тата ун ҫинчен вӑхӑтра пӗлтерме сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех, вӑл ӳсӗр водительсем енӗпе патшалăх инспекцийӗн ӗҫченӗсене организацисемпе тачӑ ӗҫлемеллине, ку енӗпе профилактика ӗҫне вӑйлатмаллине тата организацисенче водительсемпе час-часах калаҫусем ирттерме кирлине палӑртрӗ.

Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, Рустам Мухаметзянов ҫулсем ҫинчи аварипе травматизмсен кӑтартӑвӗсене пӗрлехи вӑйпа кӑна чакарма май пулнине палӑртрӗ, кашнин умне ҫак ыйтусене татса пама тӗллев лартрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев