Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Улмуҫҫи сачĕ

Максим пахчара пушӑрах вырăн пулнипе улмуҫҫи хунавĕсене лартма шутларĕ, кĕркунне пасара кайса тĕрлĕ вăхăтра ҫимӗҫ параканнисене вунӑ тĕп суйласа илсе туянчӗ.

Пуҫланӑ шухӑша вӗҫне ҫиттермелле. Пулас сад вырӑнне шӑтӑксем алтрӗ, кашнине витрепе шыв ячĕ. Алена хунавсене тытса тӑма пулӑшрӗ. Ан хуçăлччĕр тесе шалча лартса хăварчĕç.

Хĕл иртнĕ хыççăн çурхи кун пахчана тĕрĕслеме тухрĕ. Кĕркунне лартнӑскерсем чӗрӗлнӗ, папкасем те тăртăнаççĕ. Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче шӑварсах тӑчӗç.

Тӑваттӑмӗш ҫулхине çуркунне шап-шурă чечеке ларчĕç. Кĕркунне вара пӗрремӗш çимӗҫĕсене пама пуҫларӗҫ. Нумаях мар пулсан та ҫителӗклех, хӑйсене валли ҫитрӗ тутанмалăх.

Иртнĕ çулхи сивӗ хӗл хыҫҫӑн нумай çырла тӗмӗсем хăрса пӗтрӗҫ, улмуҫҫисем те сиен курчĕç. Талăкĕпе пӑрлӑ ҫумӑр та пайтах шар кӑтартрӗ. Йывăçсем хуçала-хуçăла пӗтрĕç, хӑш-пӗрин тунисем те çурăлса кайнă. Кил хуçи çав териех кулянчӗ пахчана тухсан, çимӗҫ памалли ҫулхине шӑнса пӗтнӗскерсене сăнанă май. Пӑчкӑ илсе тухса тӗпӗнченех касма пуҫласшӑнччӗ. Урӑххисемпе лартса ылмаштарас терĕ. Ывӑлӗ Ванюш ҫурт ҫумӗнчи пӗр йывӑҫ чӗрӗлнине асӑрханӑ. Улмуҫҫин пӗр пайӗ çеç хăрнă, аманнӑ пулсан та, хуҫӑлман. Максим ытла ан хуҫӑлтӑр тесе çумне шалча ҫапса ячӗ. Йывăç папкисене кӑларчӗ, темччен шап-шурӑ чечекре ларчӗ. Вĕлле хурчĕсем те сăрăлтатса вĕçсе чечек тусанĕсене пуçтараççĕ. Кӗркунне йӑтса ларайми панулмипе илӗртрӗ. Пахчара панулмисен тутлă шăрши сăмсана кăтăкларӗ. 

— Епле сӗтеклӗ, тутлӑ панулмисем, тутанса кур-ха, — ҫыртса илчĕ те ашшӗ, ывӑлне сӗнсе пнулми тыттарчӗ.
— Чӑнах та, пыл пекех пылак, — савăнчĕ ывăлĕ.

— Аманнӑ пулсан та пире ҫимӗҫӗпе савӑнтарчӗ, упраса хӑвартӑмӑр, — тав турĕ ашшĕ кӑмӑллӑн ывӑлӗ ҫине пӑхса.
— Пысăк тата хăйсем, — кăмăллăн калаçрĕ мăшăрӗ Алена.

Ҫӗре тӑкӑннӑскерсене витрене пуҫтарса тухрӗҫ. Алена канмалли кун тутлӑ панулми кукӑлӗсӗм пӗҫерчӗ, компот вӗретрӗ. Каçпа çемйипе пĕрле сĕтел хушшине ларса чей ĕçсе, кукăль çисе сăйланчĕç.

Хӗл валли те ҫителӗклех пуҫтарса, нӳхрепе упрама вырнаҫтарса хучӗҫ. Типӗтсе те хучӗ, тӗрлӗ варени, компот хатӗрлерӗ мӑшӑрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев