«Улах каҫӗ» уяв
Улах — чылай халăхсен ĕлĕкренпех анлă сарăлнă йăла-йĕрки Галина Абязова, «Непоседы» ушкăнра ĕçлекен воспитатель
Кӗркуннехи-хӗллехи тӗксӗм каҫсен манӑҫми илемӗ — яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ улахӗ.
Çамрăксем улах ларма ытларах чухне кам пĕччен пурăнать, камăн кил-йышĕ пысăках мар, çавăнта пухăннă. Улах çуртне тирпейлесе çуса тасатнă. «Чĕпкуç» валли краççынне укçалла илнĕ. Хӗр-упраҫ улахра тĕрлĕрен алă ĕçĕ тунă: чăлха-нуски çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ, кĕнчелепе çăм арланă, юрланă, ташланă, вăйă вылянă. Улах ларнӑ каҫсенче вара хӗр-тантӑш хӑйӗн тусне пӗр-пӗр каччӑпа паллаштарнă.
Ĕмӗрсемпе саманасем иртнӗҫемӗн, ӑрусем улшӑнса пынӑ май, тӗрлӗ сӑлтавпа ӗлӗкхи майӗпен манӑҫа тухса пырать. Çав хушӑрах, кирек хӑш халӑх та, ырри йӗрсӗр ан ҫухалтӑр тесе тӑрӑшать. Çакна шута илсе, тата 2024 ҫул — Çемье ҫулталăкӗ пулнине халалласа, ноябрӗн 30-мӗшӗнче, Алешкин-Саплӑкри «Теремок» ача садӗнче, амӑшӗсемпе ачасем пӗрле, «Улах каҫӗ» ятлӑ савӑнӑҫлӑ уяв ирттерчӗç. Уява пӗчӗк ушкӑнри ачасемпе ӗҫлекен воспитатель Галина Абязова ертсе пычӗ. Уявра хутшӑнакансем тĕрлĕ сăвă-юрăсем шăрантарчӗç, чăваш ташшипе савăнтарчĕç, ачасене манăҫа тухса пыракан вăйăсене аса илсе выляттарчӗç.
«Улах каҫӗ» уяв ачасемшӗн те, амӑшӗсемшӗн те савăнăçлă иртрӗ. Çак уявăн тĕллевĕ — амӑшӗсемпе ачасене чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упрама, илемĕпе пуянлăхне курма вĕрентесси.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев