Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗçтерессишӗн

Комисси ларăвӗнче çулсем çинчи аварисене чарса лартас тесен мӗнле ӗçсем пурнăçламаллине пăхса тухрӗç

Кăçалхи çулăн иртнӗ тăватă уйăхӗнче район территорийӗнче тăватă çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнă, вӗсенче  22 ҫултан пуçласа 45 ҫулчченхи 3 çын вилнӗ тата 2шӗ тӗрлӗ шайри çан-çурăм суранӗсем илнӗ.

Çуран çӳрекенсене çаптарса хăварни, хирӗç юхăмшăн палăртнă полоса çине тухни, хăвăртлăх режимне ӳстерни, транспорт хатӗрӗсене машинăсем çӳрекен вырăнсенче вырнаçтарни – аварисен тӗп сӑлтавӗсем пулса тăраççӗ. Район центрӗнче тата  пурӑнмалли пунктсенче, çаплах федераллă  пӗлтерӗшри «Цивильск-Ульяновск» автомобиль çулӗ çинче çул-йӗр-транспорт инкекӗсем палӑрман. «Хусан-Ульяновск-Кивӗ Ҫӗпрел» автомобиль çулӗ  ҫинчи 4 çул-йӗр-транспорт аварийӗ регистрациленнӗ.

Кун çинчен Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн пуçлăхӗ, полици подполковникӗ Рустам Мухаметзянов комисси ларăвӗнчи докладӗнче пӗлтерчӗ.

Çул-йӗр аварийӗсем

Январӗн 3-мӗшӗнче, 21 сехет те 19 минутра, «Хусан-Ульяновск-Кивӗ Çӗпрел» автомобиль çулӗ çинче  Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ енчен килекен «ГАЗ–2705» автомобиль водителӗ,  Хусан еннелле кайнă чухне ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен хӑвӑртлӑха суйласа илмен тата ҫуран пыракан ҫынна ҫаптарса хăварнă. Ҫул-йӗр-транспорт аварийӗн пӗтӗмлетӗвӗнче ҫуран пыракан çын илнӗ сурансене пула  çул-йӗр-транспорт аварийӗ вырăнӗнчех вилнӗ. Январӗн 31-мӗшӗнче, 11 сехет те 15 минутра , «Шкода Октавия» автомобиле çӳретекен  Кивӗ Ҫӗпрел енчен Хусан хули еннеле кайнă чухне хирӗç ен полоса çине тухать тата «Тойота Королла» автомобильтен иртсе кайса, «Мерседес-Бенц» автомобиль çине пырса çапăнать.

Мартăн 30-мӗшӗнче, 20 сехет те 20 минутра, «Ниссан Алмера» автомобиле çӳретекен Хусан хули енчен Кивӗ Ҫӗпрел еннелле кайнă чухне, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен хӑвӑртлӑха суйламасть тата çул аяккине анса кайса, çаврăнса хупланать. Апрелӗн 24-мӗшӗнче, 4 сехет те 30 минутра «Хундай Солярис» автомобиле çӳретекен çул хӗррине анса кайса, çаврăнса хупланать. Çак аварисенче çын вилни палăрать.

Комисси тишкерӗвӗнче

Комисси ларăвӗн ӗçӗнче Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн пуçлăхӗ, полици подполковникӗ Рустам Мухаметзянов, ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, çутӗç уйрăмӗн пуçлăхӗ Ильсур Халитов, отрасль технологийӗсен техникумӗн директорӗн тивӗçне вăхăтлăха пурнăçлакан Алексей Черланов, «Главтатдортранс» ГКУ  тӗп специалисчӗ Ягьфар Абдуллин хутшӑнчӗç.

– Çул-йӗр-транспорт аварийӗсене, вӗсенче сиен куракансен тата вилнисен шутне чакарасси пирӗн тӗп тивӗç, – тесе палӑртса иртрӗ лару ӗçне пуçласа Данис Сатдинов.

Лару вăхăтӗнче Рустам Мухаметзянов тухса калаçнине итлерӗç. ГИБДД уйрăмӗн пуçлăхӗ Анатолий Михайлов шурӑ тата сарӑ тӗслӗ «термопластик» технологийӗ енӗпе ӗçленнӗ «зебра» ҫул палли çинчен каласа иртрӗ.

Районта, çавăн пекех, машина çӳретекенсен хăвăртлăх режимне пӑснине палӑртакан видеокамерăсен шутне ӳстерме палӑртаççӗ. Кун çинчен те сăмах пулчӗ комиссире. Мӗншӗн тесен Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн  2018 çулхи майӑн 7-мӗшӗнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацийӗ аталанăвӗн наци тӗллевӗсем тата стратегилле тивӗçӗсем çинчен»хи Указӗнче çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче вилекенсен шутне 2030 çул тӗлне çук шая çити чакарма сӗнӳ кӗртеççӗ. Çакă – глобальлӗ тивӗç тата ăна çӗнсе илессишӗн мӗнпур майсемпе усă курмалла.

Хăш-пӗр чарусене пăрахăçласан та, требованисем юлаççӗ

Кашни кун тенӗ пек Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмӗнче ӗҫлекенсем коронавируса профилактикӑлассипе ҫыхӑннӑ чарусене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑма палӑртнӑ             мероприятисем ирттереҫҫӗ.

– Пирӗн тӗллев – штраф парасси мар, ӑнлантарасси, пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чиртен район ҫыннисене хăтарса хăварасси, – тет Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Рустам Мухаметзянов.

 

Çак темăпа

Июнӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа Тутарстанра коронавирус ан сарӑлтӑр тесе палӑртнӑ темиҫе чарӑва пӑрахӑҫланӑ. Тӗн организацийӗсене, храм ӗҫӗсене ҫӗнӗрен хута янă. Урамсенче маскăсăр, перчеткесӗр ҫӳреме ирӗк пачӗç. Анчах зданисенче, суту-илӳ центрӗсенче маска, перчетке кашнин пулмаллах. Ҫавӑн пекех спорт центрӗсем, бассейнсем уҫӑлчӗç. Верандӑллӑ пулнă уҫӑ пӗлӗт айӗнчи кафе-ресторансем те  хăйсен ӗçӗсене пуҫăнма пултараҫҫӗ тесе палӑртрӗç. Анчах та паллă пӗр требованисене пурнăçласси çирӗп пулса юлать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев