Реклама
Хыпарсем
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе лару
Данис Сатдинов канашлӑва пӗтӗмлетрӗ тата должноҫри ҫынсене ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине уйрăм контроле илме ыйтрӗ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи, районти Ӗç тăвакан комитет çумӗнчи ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комисси ертӳçи Данис Сатдинов, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин районти уйрăмӗн начальникӗ Раиль Гатауллин, районти ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, район прокурорӗ Ильдар Маликов, Хусан хулин территорири управленийӗн пысăк габаритлӑ контроле тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен уйрăмăн пуҫлӑхӗ Олег Космаков, «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет управленийӗн Пăва уйрӑмӗнчи ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова, районти ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем тата комисси хутшăннипе çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхӗ енӗпе лару пулчӗ.
Раиль Гатауллин çул-йӗр транспорт инкекӗсен тӗп сӑлтавӗсем – машина çӳретекенсем дисциплинăллă пулманни, хӑвӑртлӑх режимне ӳстерни тата ӳсӗрле транспортпа çӳрени, тесе пӗлтерчӗ. Вăл, çавӑн пекех, ачасене автомобиль транспорчӗпе, шкул автобусӗсемпе илсе çӳренӗ чухне тимлӗхе ӳстерес енӗпе ыйтусене хускатрӗ, ҫуллахи каникул вăхăтӗнче, лагерьсенче ҫул ҫитмен ачасемпе профилактика мероприятийӗсене ирттермелли çинчен каларӗ.
Районти «Данадис» обществӑн директорӗ Ильнур Исхаков тухса калаçса, машина çӳретекенсене рейса тухас умӗн медицина тишкерӗвӗ ирттерес тата транспорт хатӗрӗсен техника шайне контрольте тытассине йӗркелес ыйтусем çинче чарӑнчӗ. Олег Космаков виçев, габаритлă контроль тата ҫул-йӗр полосин ыйтăвӗсене хускатрӗ.
Лилия Вахитова кăçалхи çулăн пилӗк уйăхӗнче пирӗн районта мӗнле профилактика ӗҫӗсем иртни ҫинчен ăнлантарчӗ. район территорийӗ урлă иртекен «Цивильск-Ульяновск» федераллă автомобиль çулӗн кураторӗ Евгений Кулыгин, «Главтатдортранс» регионти автомобиль ҫулӗн кураторӗ Ягьфар Абдуллин сӑмах тухса каланине итлерӗҫ.
Ларура Матак-Шланка-Кивӗ Çӗпрел автомобиль çулӗ çинчи хирсенче ӗҫлекен ял хуҫалӑх техникишӗн çул çинчен анмалли вырăн пулманни, çул паллисен ыйтăвӗсем çинчен те хускатрӗ.
Данис Сатдинов канашлӑва пӗтӗмлетрӗ тата должноҫри ҫынсене ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине уйрăм контроле илме ыйтрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев