Ҫул пар, «Васкавлӑ пулӑшу» васкать
Районти тӗп больницăн «Васкавлӑ пулӑшу» уйрӑмне юлашки уйӑхсенче пулăшу ыйтса килекенсем тата та нумайланнă
Васкавлă пулӑшу – медицинӑра чи йывӑр ӗçсенчен пӗри пулӗ вăл. Мӗншӗн тесен кунти специалистсен тӗрлӗ лару-тӑрусене курма тӳрӗ килет. Уйрăмах паянхи коронавирус сарăлас хăрушлăх пысăк пулнă юлашки уйăхсенче вӗсен ӗҫӗ уйрӑмах кӑткӑсланнӑ.
Пирӗн район центрӗнчи больницăн «Васкавлӑ пулӑшу» уйрӑмӗнче хӗрарӑмсем те, арҫынсем те ӗçлеççӗ – нумайăшӗ стажлă специалистсем. «Васкавлӑ пулӑшу» уйрӑмӗнчи йышăну пӳлӗмӗн медицина сестри Ильгамия Акбарова, сӑмахран, кунта пӗр тăтăш 31 ҫул вăй хурать. Ӗҫ сехечӗ ирхинехи 8 сехетрен пуҫланса каҫхи тӑватӑ сехетчен пырать. Шӑнкӑравланисене йышӑнса, васкавлӑ пулӑшу бригадисене васкавлă хушăра çавăнта ярасси те, чирлӗ ҫыншăн кирлӗ врача чӗнтересси, анализсем илесси, чирлӗ çынна пӗрремӗш пулӑшу кăтартассине те ăна çирӗплетнӗ. Коронавирусран шикленнисенчен сӑмсисенчен тата пырӗнчен мазоксем илсе, ăна Пăвана, Хусан лабораторийӗсене ăсатмалли хутсене тултарасси пек ӗçсене те питӗ тӗрӗс пурнăçлать вăл çак кунсенче.
– Пӗчӗкренех медицина сестри пулса, ҫынсене пулӑшасси çинчен ӗмӗтленсе ӳсрӗм. Ӗҫӗмӗр ҫӑмӑл мар, паллах. Пирӗн уйрăмра пулӑшу илнӗ ҫынсем кӑмӑллӑ пулсан, вӗсем тав туни ӗҫӗмӗрте пысӑк чыс, – тет вӑл.
Уйрӑмра кашни кун икӗ бригада дежурствӑра тӑрса, район халăхне васкавлӑ пулӑшу кăтартать. Рамиль Гафуровпа Ильфат Замалтдинов васкавлӑ пулӑшăвăн пӗрремӗш бригадинче вăй хураççӗ. Каччăсем иккӗшӗ те Пăвари медицина училищинчен вӗренсе килнӗ. Ильфат Ульяновскри патшалӑх университетӗнче реабитолог профессине те алла илнӗ. Иккӗмӗш васкавлă пулăшу бригадинче вара фельдшер Альбина Рафикова район халăхне пулӑшу кăтартать. Вăл та опытлӑ, стажлă специалистсенчен пӗри. Уйрăмри санитарка Гульфия Хайретдинова çинчен: «Вӑл пирӗн сылтӑм алӑ, йӗрке, тасалăх хуралӗнче тăракан», – теҫҫӗ. «Васкавлӑ пулӑшу» уйрăмӗн шоферӗсем Айдар Мушараповпа Рамиль Латыпов та хӑйсен ӗҫӗн ӑстисем, хăвăрт хушăра чирлекенсем патне фельдшерсене илсе кайса, вӗсене больницӑна илсе çитернӗ çӗрте нумай вӑй хураҫҫӗ.
«Васкавлӑ пулӑшу» ӗҫченӗсем пурте темелле коронавирус условийӗсенче ӗҫлекен персонала тивӗçлӗ 25 пин хушма тӳлевсене илнӗ.
Уйрăмăн ӗçченӗсен ӗçне чăнах та çăмăл тесе калама пулмасть. Ҫак ӗҫе вӑйлисем кӑна, хӑрама пӗлмен, йывӑрлӑхсем умӗнче çухалса кайманнисем кăна пурнăçлама пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев