Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе анлӑ лару иртрӗ

Ларура районти ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли актуаллӑ ыйтусене пӑхса тухрӗç.

Ларăва районти Ӗç тӑвакан комитечӗн ертӳҫи, ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов уҫрӗ тата илсе пычӗ. Лару ӗҫӗнче, çаплах, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи пуҫлӑхӗ Артем Абрамов, ГИБДД управленийӗн пуçлăхӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, профилактика енӗпе Пӑва уйрӑмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем тата комисси составӗ хутшӑнчӗ. 

Лару пынӑ май, Раççей Шалти ӗçсен министерствин ТР Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД управленийӗн пуçлăхӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов Ҫӗпрел районӗнчи автомобиль ҫулӗсем ҫинчи ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тата авари шайӗнчи лару-тӑрӑва тишкерес енӗпе тухса калаçнине итлерӗҫ.
Вăл палăртса иртнӗ тăрăх, кӑҫалхи сентябрӗн 18-мӗшӗ тӗлне район территорийӗнче паллӑ пӗр лайăх улшӑнусем пулни палӑрать. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, çул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ виççӗ, вилесси — пӗрре, аманнисем — пилӗк ҫын чухлӗ чакнă.

Ӳсӗрӗлнине кӑтартакан паллӑсем пулнă водительсене транспорт хатӗрӗсемпе çӳреме чарас енӗпе ӗç-хӗл ялан контрольте тăрать. Кӑҫал çавăн пек 44 факт тупса палӑртнӑ, пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 6 факт сахалтарах.

Хӑйӗн сӑмахӗнче Анатолий Михайлов, çавăн пекех, ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмӗ ыйтӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ача-ҫуран ҫын хутшӑннипе кашни виҫҫӗмӗш çул-йӗр-транспорт аварийӗ вӑл асӑрханусӑр пулнӑран (сӑлтавӗ — аслисемсӗр ҫӳрени, хӑрушсӑр тытмалли хӑнӑхусем пулманни) пулса иртет.

Хӑйӗн сӑмахӗнче, çаплах, вӑл каҫхи тата çӗрлехи тӗттӗм пулнă вӑхӑтра ачасен тумтирӗ ҫинче ҫутта тавăракан элементсем пулмалли, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе усӑ курмалли пек ыйтусем çинче чарӑнса тӑчӗ.

Докладчик, çаплах, районти хуçалăхсенче кашни транспорт хатӗрӗ çул ҫине тухнӑ чухне техника тӗлӗшӗнчен юсавлӑ пулмаллине палӑртса иртрӗ. Ҫӗрле транспорт хатӗрӗсен, уйрӑмах тракторсен, ҫутӑ пулма тивӗçлӗ. 

Районти çутӗç пайӗн ертӳçин ӗçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сирин Ахметов 2023-2024 вӗренӳ ҫулӗнче пӗрремӗш класра вӗренекенсене ҫутӑ паракан элементсемпе тивӗҫтермелли ҫинчен калаçрӗ.
«Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пӑва уйрӑмне ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова палăртса иртнӗ тăрăх, районти вӗренӳ учрежденийӗсенче çул-йӗр юхăмӗн правилисем енӗпе тӗп занятисене туллин ирттерме 2023 ҫулта «Ҫул —йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн укҫи-тенки шучӗпе Чӑваш Ҫӗпрел шкулӗ валли автокласс, ҫавӑн пекех, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкул валли автокласс тата БДД енӗпе вӗренӳ-лаборатори комплексӗ туяннă.

Лару пынӑ вӑхӑтра пур шкулсенче те ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗсенче, вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле ватсап хатӗрӗ урлӑ ашшӗ-амăшӗсене ҫутта тавӑракан элементсен усси ҫинчен каласа пама, ҫак усӑллӑ элементсем яланах ачан тумтирӗ çинче пулма тивӗçлине, чи пахи вара — ачасене ҫутта тавăракан элементсем пулнă тумтир туянса памалли çинчен ӑнлантарса пама сӗнчӗç.

Юлашкинчен ҫул-йӗр-юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов ларӑвӑн пӗтӗмлетӗвӗсене палӑртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев