Ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем сахалланнă
Цифрăсемпе фактсем
2023 ҫулта Тутарстан Республикин территорийӗнче 3314 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ палăрнă, вӗсенче 279 ҫын вилнӗ тата 3987шӗ аманнӑ.
Ку цифрӑсене ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче палăртрӗç.
Районти тӗп автоинспектор Анатолий Михайлов тухса калаçнинчен паллă пулнă тӑрӑх, 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх район территорийӗнче çул-йӗр-транспорт аварийӗсем чакнӑ. Енчен 2022 ҫулта районта 12 çул-йӗр-транспорт аварийӗ регистрациленнӗ пулсан, 2023 ҫулта ку цифра 6 çул-йӗр-транспорт аварине тӳрӗ килнӗ, вилнисен шучӗ малтанхи шайра (3 ҫын) юлнӑ, аманнисен шучӗ 12 таран чакнӑ (2022 ҫулта 15 ҫын суранланнă пулнă).
2023 ҫулта çулсем çинчи инкексенчен икӗ тӗслӗхӗнче — ҫуран çӳрекен ҫынна çаптарса хăварни, виҫӗ фактӗнче — çул айккине анса кайни, пӗринче — велосипедиста çаптарса хăварни палăрнă. Пӗлтӗрхи апрель уйӑхӗнче 2 ҫын вилнӗ пулнă.
2023 ҫулта ӳсӗрле автотранспортпа çӳренӗ водительсене тупса палӑртас енӗпе рейдсем час-часах ирттернӗ. Иртнӗ çул автоинспекторсем автотранспортпа ӳсӗрле çӳренин 61 фактне тупса палӑртнӑ. 2022 ҫулхипе танлаштарсан, ӳсӗр водительсен айӑпӗпе килсе тухнă çул-йӗр-транспорт аварийӗсен шучӗ чакни палӑрнӑ. Автоинспекторсем районта автотранспорт çӳретекен ӳсӗр водительсене, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхăнманнисене тупса палӑртас енӗпе «Тоннель» операци ирттерме йышăнчӗç.
Тӗп инспектор каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе усӑ курман 1 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнă, унта 1 ҫын вилнӗ. Çак авари 2023 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче Пăрăнтăк чугун ҫул станцийӗн поселокӗнче пулса иртнӗ.
Ачасем хутшӑннипе кашни виҫҫӗмӗш çул-йӗр-транспорт инкекӗ ачасем асӑрханусӑр пулнӑран пулса иртни çинчен каласа иртрӗ А. Михайлов.
— Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсем, вӗрентекенсем ачасене çул урлӑ каҫнӑ чухне телефонпа калаҫма, тимлӗхе урӑххи ҫине куçарма юраманни, ҫул урлӑ ҫуран каҫнă чухне хӑрушлăх юнаман вăхăтра ҫеҫ каҫма юрани ҫинчен ӑнлантарса пани питӗ кирлӗ, — терӗ вӑл.
Комисси, çаплах, ҫул-йӗр юхӑмне пырса тивекен ытти ыйтусене те пӑхса тухрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев