Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ

Кивӗ Чукал тӗп пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 6-8 класра вӗренекенсемпе пӗрле ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме палӑртнӑ мероприяти ирттерчӗç.

Мероприяти «Паттӑрлӑх эрнелӗхӗ», Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин ҫулталӑкӗ тата Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ шайра иртрӗ.

Унта патшалăх инспекцийӗн ӗçченӗсем шкул ачисене машинăсем çӳрекен çул урлă тухмалли хӑрушсӑрлӑх правилисем, ҫуран çынсем валли правилăсем, хăрушлăх пиҫиххийӗсемпе усӑ курмалли, çутта тавăракан элементсемпе талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче тата куç курăмӗ ҫителӗклӗ пулман условисенче çаклатса ҫӳреме кирли çинчен аса илтерчӗҫ.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче, çаплах, ачасене 2024 ҫулăн 12 уйӑхӗнче тутарстан Республикин территорийӗнче ачасем хутшӑннипе пулнă çул-йӗр-транспорт инкекӗсен статистикине илсе кăтартрӗç. Ҫавӑн пекех, вӗренекенсене мототранспортпа çӳренӗшӗн административлӑ яваплӑх пăхăнни ҫинчен те каласа пачӗç. 

Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мероприяти вӑхӑтӗнче Кивӗ Чукал тӗп пӗлӳ паракан шкулӗнче вӗренекене Латифа Якупована «Сыхла» порталӗнчи олимпиадӑра хастар хутшӑннӑшӑн Диплом тата "Ситилинк«ран 2000 тенкӗлӗх парне сертификатне те пачӗç.

Вӗренекенсене «Хӗллехи хӑрушсӑрлӑх» видеоурок кӑтартрӗҫ, ҫутта тавăракан элементсем валеҫсе пачӗç.

Мероприяти ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑлама тата ҫул ҫинче хăвна тыткалас енӗпе хӑрушсӑрлӑх культурине йӗркелеме палӑртнӑччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев