Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫул-йӗр юхӑмӗн инспекторӗсем канашларӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

Канашлу «Çурхи каникул» оперативлӑ-профилактика мероприятийӗ пуҫланнă май тата ЮИДа 50 ҫул ҫитнине уявлассине пӗтӗмлетес шайра иртрӗ.

«Талантсен планети» ачасен творчество çуртӗнче ЮИД отрячӗсен ертӳҫисемпе тата ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑлас енӗпе яваплӑ пулнă педагогсемпе канашлу пулса иртрӗ. Мероприятие районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн обществăлла хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ертсе пыракан специалист-инспектор Елена Ахмукова, Хусан хулинчи «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пӑвари уйрӑмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова тата районти вӗренӳ пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов, районти автоинспекторсем хутшӑнчӗç.

Ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас енӗпе ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри – педагогсен коллективӗпе ӗҫлесси шутланать. Вӑл пӗлӳ парас процесăн пӗтӗм системине хута ямалли тӗп механизм тата ачасем хушшинчи ҫулсем ҫинче хӑйсене тӗрӗс тытмалли массӑллӑ культурӑна йӗркелесси пулса тӑрать.

Елена Ахмукова ҫурхи каникул вӑхӑтӗнче профилактика ыйтӑвӗсене хускатрӗ, республикӑра икӗ уйӑх хушшинче ача-пӑча хутшӑннипе килсе тухнă çул-йӗр-транспорт инкекӗсем мӗн чухлӗ пулнипе паллаштарчӗ. Ҫавӑн пекех, вӑл ачасемпе хӑрушсӑрлӑх тата ҫул-йӗр правилисем енӗпе профилактика ӗҫне малалла тӑсмаллине, ҫутта тавăракан элементсем çине уйрӑмах тимлӗх памаллине аса илтерчӗ.

Лилия Вахитова районти автоинспекторсемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗсене ирттерме кирлине палӑртрӗ. Вăл, çаплах, апрелӗн иккӗмӗш ҫурринче иртекен «Хӑрушсӑр кустӑрма» муниципалитет тапхӑрне хатӗрленесси тата ЮИД отрячӗсемпе вӗсен ертӳҫисен конкурсӗн муниципалитет тапхӑрне хутшӑнасси пек ыйтусем çинче чарăнса иртрӗ, электроскутерсем тата ытти çавăн пек транспорт хатӗрӗсемпе усӑ курас енӗпе кӗртнӗ çӗнӗлӗхсем ҫинчен калаçрӗ. Канашлу вӑхӑтӗнче хутшăнакансене ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ социаллӑ роликсем кӑтартрӗç.

Мероприяти вӗҫленнӗ май хăйсен ӗçӗнче ăнăçусем тунă ЮИД ертӳҫисене: Регина Измайлована (1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкул), Александр Шингарева (Матак), Александр Никифорова (Хурăнвар-Шӑхаль), Николай Кузьмина (Анат Чакă), Елена Сердцевана (Упи), «Картинг» кружокăн ертӳҫине Фарит Муратова, районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен ертсе пыракан специалистне Александр Кочурова, çутӗç пайӗн методистне Ильнур Мавзютова районти ГИБДД уйрăмӗн тата «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» Пăва уйрăмӗн Тав ҫырӑвӗпе, Хисеп грамотисемпе чысларӗç. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн обществӑлла хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ертсе пыракан специалист-инспекторне Елена Ахмукована, Шланка вăтам шкулӗн педагогне, ЮИД ветеранне Альберт Миннибаева «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учрежденийӗн Тав çырăвне пачӗç.

Цифрăсем

16 ҫула ҫитничченхи ачасем хутшăннипе иртнӗ çул республикӑра 44 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнă, вӗсенче 3 ача вилнӗ тата 49шӗ аманнӑ.

Мӗнпур çул-йӗр-транспорт аварийӗсенчен ҫурринчен ытларахăшӗ пассажир ачасем хутшӑннипе пулса иртнӗ – кӑҫал 27 çул-йӗр-транспорт инкекне регистрациленӗ, вӗсенче 2 ача вилнӗ тата 30шӗ аманнӑ. Ачасем асӑрханусӑр пулнипе пурӗ 4 инкеклӗ ӗҫ пулса иртнӗ. Ҫуран ҫӳремелли ҫулсем çинче 12 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 15 ача аманнӑ.

Талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче 3 çул-йӗр-транспорт инкекне пулса иртнӗ, вӗсенче 5 ача аманнӑ, вилекенсем пулман.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев