Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫул ҫине юр тӑкма юрамасть

Аса илтеретпӗр, яла хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен калакан законпа пӑхса хӑварнӑ административлӑ правӑна пӑснӑшӑн чи пӗчӗк виҫе 2 пин тенкӗрен пуҫланать.

Иртнӗ эрнере районти Ӗç тăвакан комитет çумӗнчи административлӑ комиссийӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ. Ӑна районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ертсе пычӗ.

Пӗрремӗш ыйтупа ларура административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен пӗр ӗҫе пӑхса тухрӗç. Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан пӗр çын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ, вӑл хӑйӗн кил-картинчен иртсе ҫӳрекен çул çине юр кăларса тăкнă, ҫапла вара яла хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен калакан закона пӑснӑ. Çырнă протокол енӗпе комисси членӗсем ӗҫе тӗплӗн тишкерсе тухрӗҫ, решени йышӑнчӗҫ.

Аса илтеретпӗр, яла хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен калакан законпа пӑхса хӑварнӑ административлӑ правӑна пӑснӑшӑн чи пӗчӗк виҫе 2 пин тенкӗрен пуҫланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев