Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Украина территорийӗнче ятарлă ҫар операцине хутшӑннисенчен хăш-пӗрисем отпуска таврӑнчӗç

Мăнаçланатпăр! Тăван çӗршыва юратни

Вӗсемпе районта тӗрлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров патӗнче вӗсем, çаплах, йышăнура та пулчӗҫ. Район хӑйӗн ҫар ҫыннисене чаплӑн кӗтсе илчӗ.

Пирӗн паянхи статьямăрăн геройӗ вара – Алексей Ягашкин. Алексей çак редакци коридорӗсенче ӳснӗ, унта иртнӗ уявсенче хутшăннă çын. Мӗншӗн тесен унӑн амӑшӗн, Нина Ивановнан, 40 ҫула яхӑн пурнăçӗ «Тăван ен» хаҫатра ӗҫлесе иртрӗ. Ягашкинсем ывӑлне ӑсатнӑ чух,  эпир те вӗсемпе пӗрле, хуйхăртăмăр. (Пӗр сӑмахпа каласан, эпир хамӑрăн район çыннисене телейлӗ пурӑнтарасшӑн, вӗсен пурнӑҫӗнче яланах ырлӑх ҫеҫ пултӑр тетпӗр). Алексее курсан вара, калама ҫук савӑнтăмăр. Эпир унран тӳрех ҫав территорири лару-тăру ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнтӑмӑр.

Алексей Ягашкин взвод командирӗн пулăшаканӗ пулса служить тăвать. Çар операцийӗсене те хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Пуç усмасть. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна ҫак ӗҫе сӗннӗ. Вӑл ӗнтӗ эпир пӗлекен шухă, нумай калаҫакан çамрăк каччă мар ӗнтӗ. Халӗ вăл çирӗп кӑмӑллӑ, сӑмахӗсене виҫсе, шухӑшласа кăна калаҫакан çын. Алексей тăнăç пурнăçрах яшсене-арçынсене тивӗçлӗ ӗҫсене пурнăçланă – училищӗре вӗренсе пӗлӳ, унтан салтака кайса килнӗ, çемье çавăрнăччӗ.

– Чи тунсӑхлат-тараканни, чи хуйхăртаканни те – атте-анне тата манăн ҫемье, хӗрӗм. Вӗсемшӗн, вӗсене макӑртас марришӗн пурӑнас килет, – тет Алексей.

Хӑрушӑ лару-тӑрура арҫынсен тӑванлӑхӗ, окопсенче пӗр-пӗрне  мӗнле пулӑшма васкани, вӗсем юлташӗсемшӗн епле пăшăрханни ҫинчен ҫар ҫынни каласа парать. Ҫаксене каласа панă чухне вара, унӑн куҫӗсем куççульпе тулчӗç.

Алексея, районтан илсе кайнă, районта пурӑнакансем пухса янă гуманитари пулӑшӑвне те хăйсем патне çитернине пӗлтерчӗ. Ҫакӑншӑн районта пурӑнакансене те, район пуҫлӑхне Марат Гафарова та ҫар ҫыннисем пурте тав тунине палӑртрӗ вӑл.

Реклама

– Çар операцийӗ пыракан территорие сайра ҫын çеç кӗрсе тухма, хӑйӗн ентешӗсен сывлӑхне пӗлме, пулăшăва та адреса та çитерсе пама пултарать. Пирӗн район пуҫлӑхӗ те, предпринимательсем те вара ҫав тери ырă чунлăскерсем. Унта вӗт хамăр енчен вӗрекен ҫил те хаклӑ, – тет вăл.

Районтан гуманитари пулӑшӑвӗ хăйсем патне ҫитни пӗр сюрприз пулсан, уншăн хамăрăн районта вӗренекен çырнă çыру килсе çитни тата тепӗр савăнăç пулса тӑнă. Эпир унпа çак ҫырӑвӑн авторне шыраса, Кивӗ Ишлӗ шкулне кайса килтӗмӗр. Эсир пӗлсенччӗ, салтак патне ҫыру ҫырса янӑ Ильзат Ахметзянов тетӗшне Алексее курсан, ҫар ҫынни ӑна алӑ парса тав тунă хыççăн тата мӗнлерех савӑннине...

– Сирӗн пата ман ҫыру килчӗ-и?! Эпӗ ăна тете валли тесе ҫырнăччӗ, – терӗ вӑл. (Тетӗшӗ Ильюс та паян мобилизациленнисен ретӗнче Украина территорийӗнче неонацистсене хирӗҫ кӗрешет).

Эпир Алексей Ягашкинпа, унӑн мăшăрӗ Марина, хӗрӗ Есения хутшӑннипе, видеозапись турăмăр. Интервью та йӗркелерӗмӗр. Калаçăвăн вырӑсла вариантне хаҫатăн электронлӑ версийӗнче, видеозапиҫе социаллӑ сетьсенчи «Родной край» ушкӑнра курма пулать.

Пирӗн каччăсен канӑвӗ – кӗске вӑхӑтлӑ. Вӗсем ҫак кунсенче Украина территорине ҫӗнӗрен кӗме хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене пурне те тӑван ене ырă-сывă таврӑнма сунатпӑр!

ВИДЕОРЕПОРТАЖ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев