Ҫука тухнӑ ялăн хӗрӗ
Ялăн хисеплӗ çынни хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне тӑван тăрăхне халалланӑ.
Кинемие пӗр ӗмӗре яхăнхи юбилей ячӗпе саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова килчӗҫ. Адия Абдулловна адресӗпе килнӗ çырура Раҫҫей Президенчӗнчен Владимир Путинран та, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровран та ӑшӑ саламсем янӑрарӗҫ.
Ялăн хисеплӗ çынни хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне тӑван тăрăхне халалланӑ. Вӗсем Кивӗ Шемӗршел ҫывӑхӗнчи Космовски ялӗнче пурӑннӑ (паян вӑл ял пӗтнӗ ӗнтӗ).
Адия аппан хӗрӗсем каланӑ тӑрӑх, ял питӗ пӗчӗккӗ, анчах питӗ илемлӗ пулнӑ. «Ял варринче улмуҫҫи сачӗ пурччӗ, урамсем тӑрӑх вара лаша çулӗ кăна иртетчӗ», — тесе каласа пачӗç вӗсем.
Колхозсем аталаннă вăхăтра ҫак сад вырăнне те, пушанса юлнӑ ҫуртсен ҫӗрӗсене те сухаласа пӑрахнӑ, юлнӑ ҫынсем Кивӗ Шемӗршел ялне куҫнӑ. Вӗсем хушшинче Адия аппан çемйи те пулнӑ.
— Эпир сакӑр ача ҫитӗнтӗмӗр. Атте 1941 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче фронта кайнӑ, 1945 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче таврӑннӑ. Икӗ хутчен аманнӑ. Вӑл вилни ҫинчен эпир икӗ хут та хыпар илтӗмӗр. Анчах Турӑ ӑна пурнӑҫ панӑ. Ӳпкинче сыхланса юлнă сӗлӗ пысӑкӑш осколокпа вӑл 82 ҫула ҫитиччен пурӑнчӗ. Анне ăна питӗ пăхрӗ, — аса илет Адия аппа. — Питӗ йывăр пурнăçпа ӳсрӗмӗр. 13 ҫул тултарсанах хире тухнӑ, кӗлте ҫыхнӑ, сӳреленӗ, пучах пуҫтарнӑ. Выляма вӑхӑт пулман, аттесӗр çăмăл мар çав...
Адия аппа Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Мустафа ятлă йӗкӗте качча тухнӑ, ултӑ ача ҫитӗнтернӗ.
— Чӗкӗнтӗр хирӗнчен кӑнтӑрлахи апата ӗҫе пӗтертӗм те хӗрӗме Гульфияна çуратма кайрӑм. Пӗр ял хӗрарӑмӗ хиртен тӳрех ача ҫуратма килнӗ, унӑн алли-урисем те хуп-хураччӗ... Ҫапла ӗçлерӗмӗр, пурӑнтӑмӑр та эпир... Декрет отпускине курман.
Мăшăрӗ вилнӗ вăхăт тӗлне Адия аппа 27 ҫулта кăна пулнӑ. Паянхи кун ултӑ ачи та сывӑ, хӑйсен пурнӑҫӗпе пурӑнаҫҫӗ. — Ман упӑшка питӗ лайӑх ҫынччӗ. Лайӑх пурӑнтăмăр. Ӳпкелешсе калаймастăп, — тет кинеми.
Килнӗ хӑнасем те: «Адия аппа, акӑ эсӗ 95 ҫул та тултартӑн, мӗншӗн тесен эсӗ ҫав тери ырӑ кăмăллă, ҫутӑ çын, çынсемпе те тарават!» — хӑйсем савӑннине пӗлтерчӗҫ, 100 ҫул тултарнине татах килме сăмах парса, сывпуллашрӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев