Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Уйрӑм мобилизаци çинчен пӗлтерчӗç

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейре уйрӑм мобилизаци ҫинчен пӗлтерчӗ. Кун ҫинчен вӑл Раççей çыннисене чӗнсе каланă вăхăтра, сентябрӗн 21-мӗшӗнче каларӗ.

 

«Тӑван çӗршыва, унӑн суверенитетне тата территорилле пӗтӗмлӗхне сыхлассишӗн, халӑхăмăра тата ирӗке кӑларнӑ территорисенче пурӑнакансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессишӗн Оборона Министерствин тата Генеральнӑй штабăн Раҫҫей Федерацийӗнче уйрӑм мобилизаци ирттересси ҫинчен калакан сӗнӗвне ырламалла тесе шутлатăп», – терӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ.

Вăл палăртнă тăрăх, сӑмах шӑпах уйрӑм мобилизаци ҫинчен пырать, ҫавӑнпа та çар службине хальхи вӑхӑтра запасра тăракан граждансем ҫар службине кайма тивӗçлӗ пулӗç, чи привайхи черетре, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ретӗнче службить тунă тата паллă пӗр ҫарпа учет специальноҫӗсем тата тивӗҫлӗ опычӗ пуррисем.

Çар службине чӗнтернисемпе, вӗсене чаçсене ăсатас умӗн, ятарласа вӑрҫӑ операцийӗсен опытне шута илсе, хушма çар хатӗрленӗвӗ ирттерӗç.

Путин каланӑ тӑрӑх, Хӗвеланӑҫăн тӗллевӗ – Раççей Федерацине «вӑйсӑрлатасси, пайласси тата аркатасси». «Вӗсем 1991 ҫултах Совет Союзне аркатма пултарнине, халӗ вара Раççее хăйне те вӑхӑт ҫитрӗ, тесе тӳрремӗнех калаççӗ. Украина халӑхне хӑйне, вӑрҫă 2014 ҫултах пуҫласа, инкеке кӗртсе ӳкерчӗç», – терӗ Президент.

«Уйрӑм мобилизаци  ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Мобилизациленнӗ граждансем те пурте ҫар службине контрактпа иртекен ҫар ҫыннисен тивӗҫлӗ статусне, тӳлевӗсене  тата мӗнпур гарантийӗсене илӗҫ», – тесе хушса хучӗ Президент. Указ, ҫавӑн пекех,  патшалӑхăн оборона заказне пурнӑҫлас тӗлӗшпе хушма мерӑсене  шута илет, тесе ҫырать «Тутар-информ» информаци агенстви.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев