Уяв умӗн
Ӗнер. Паян. Ыран
Ҫӗнӗ ҫулта пурте тӗлӗнмелле япала пуласса кӗтеҫҫӗ. Ҫитӗннисем хӑйсем майлӑ плансем тӑваҫҫӗ пулсан, ачасем Хӗл Мучи мӗнле те пулин парне илсе килессе ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫакӑншăн вӗсем Хӗл Мучи патне ҫырусем те ҫыраҫҫӗ. Паллах, нумай ҫемьере ача-пӑча кӑмӑлне ашшӗ-амӑшӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ, Çӗнӗ çул Чăрăшӗ айне парнесем хураҫҫӗ, тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Анчах та, ашшӗ е амӑшӗ пулман, пулсан та вӗсем пурнӑҫ валли кирлӗ условисем туса пама пултарайман ҫемьесенче ӳсекен ачасем те пур. Акă нумай ҫултанпа ӗнтӗ районта çак ачасен ӗмӗтне «Хӗл Мучи» ролӗнче ертӳçӗсем пурнăçлаççӗ. Ертӳçӗсем малтан «Ӗмӗтсен чăрăшӗ» ҫинчен пӗр теттене татса илеҫҫӗ. Унта вара пӗр ачан мӗнле-тӗр шухӑш-ӗмӗчӗсене ҫырса хунӑ.
Уяв умӗн, урӑхла каласан, ҫак кунсенче ертӳҫӗсем ачасен çав ӗмӗчӗсене пурнӑҫлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев