Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Удобрени кӗртнин усси пултăрччӗ тесен

Паян ялта

Удобрени ирӗлтернӗ чухне шыв ӑшӑ пулмалла кирлӗ. Кун пирки «Ак Барс – Ҫӗпрел»  агрофирмăн Çӗнӗ Кахăрлă филиалӗнче иртнӗ семинарта калаҫрӗç.

Семинарта район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов тата специалистсем, район хуçалăхӗсен тата хресчен-фермер хуçалăхӗсен ертӳҫисем, агрономӗсем хутшӑнчӗҫ. Сӑмах  ӳсентӑрансене упрас, апатлантарнă чухне удобренисен витӗм параслăхне лайӑх шая ҫитересси ҫинчен пынӑ.

–Удобренишӗн нумай тӑкаксем кӗртсен, вӗсем тухӑҫлӑ пулни те питӗ паха, – терӗ районти ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, семинара уҫнӑ май.

Семинарта хутшӑнакансем малтан Çӗнӗ Кахăрлă филиалӗнче минераллă удобренисемпе мӗнле усă курмаллипе паллашрӗç. Филиалта ирӗлчӗк  хутӑшне хатӗрлессишӗн виҫӗ цистерна вырнаҫтарнӑ. 50 тонна шӗвек вырнаçакан икӗ цистернăна шыв тултарса хурса ӑшӑтассишӗн, 25 тонна вырнаҫакан пӗр цистернăна вара ирӗлчӗк тăвассишӗн усӑ кураҫҫӗ. Çапла вара, кунта талӑкра 750-1000 гектара çителӗклӗ  ирӗлчӗк хатӗрлеме пултараҫҫӗ.

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн тӗп агрономӗ Фаниль Халимов каланă тăрăх, пӗчӗк температурӑпа, урӑхла каласан, сивӗ шывра препаратсем майӗпен ирӗлеҫҫӗ е пӗтӗмпех ирӗлмессе те пултараççӗ. Препаратсене шывра ирӗлтерессишӗн оптималлă температура 10-16 градуса тӳрӗ килет.

– Артезиан пуссинчен илнӗ сивӗ шывра ирӗлтернӗ препаратсен эффективлăхӗ те 50 процента ҫити чакать, – терӗ специалист. – Акă ҫакӑн пек ирӗлчӗк тăвассишӗн оборудованисем туни шыва ӑшӑтссине тивӗçтерет тата çӗр ҫине кӗртнӗ препаратсен эффекчӗ вара чылай лайăхрах пулать.

Тухса калаçнă чухне специалист, çаплах,  шывăн хытӑлăхӗ, йӳҫӗклӗхӗ пысăк пулнă вăхăтра мӗн тумалли çинчен палăртса иртрӗ. Шыв оптималлӑ температура чухлӗ ăшăнтăр тесен, ирӗлчӗке икӗ кунлӑха ҫителӗклӗ калӑпӑшра тумалли çинчен пӗлтерчӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫакнашкал оборудованисене кашни хуçалăхра та, пулнă майсенчен тухса, вырнаçтарма тата программӑна хутшӑнма тӗллев лартрӗ.

Семинарта кӗрхи культурӑсене пӑхас тата вӗсене йӗркеллӗ хӗл каҫассине тивӗҫтерес енӗпе темăна та хускатрӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев