Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Уçă алăксен кунĕ иртрӗ

«Точка роста»  центрĕн  директорĕ В. Петрова, шкулти методика пĕрлешĕвӗн ертӳçи Т.Гаврилова

Иртнӗ çул Чăваш Çĕпрел вăтам шкулĕнче Раççĕйри «Вӗрентӳ» программипе цифрăпа гуманитари профилĕсен «Точка роста»  центрне уçрĕç.

Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗнчи информатика, технологи, ОБЖ кабинечĕсене, коридорти шахмат кĕтесне ремонт туса çĕнетрĕç. Кирлĕ япаласемпе тивĕçтерчĕç. Информатика кабинетне çĕнĕ компьютерсемпе, 3D- принтер, квадракоптер, VR очкисемпе,  технологи кабинетне конструкторсемпе, алă ĕç хатĕрĕсемпе,  ОБЖ кабинетне пĕрремĕш пулăшу памалли тренажер-маникенсемпе, коридорта шахмат кĕтесĕнче выляма сĕтел-пукансемпе, шахматсемпе тивĕçтерчĕç. Чăваш Çĕпрел вĕрентекенĕсем уроксемпе класс тулашӗнчи ĕçсенче çак хатĕрсемпе усă курса ачасене пур енлĕ аталанма, вĕсен пултарулăхне  ӳстерме май параççĕ. 

«Точка роста» центрĕн программипе февралӗн 2-мĕшĕнче Чăваш Çĕпрел вăтам шкулĕнче уçă алăксен кунĕ пулчĕ. Çак центр мĕнле ĕçленипе Çĕнĕ Йĕлмел вăтам шкулĕнчи тата Кивĕ Чукал вăтам шкулĕсенчи 5-7 класри ачасем экскурсие килсе паллашрĕç.  Вĕсем валли пирĕн шкулти вĕрентекенсем интереслӗ ĕçсемпе, мастер-классем ирттерчĕç. Ачасем информатика кабинетĕнче квадракоптер, 3D-принтер мĕнле ĕçленисене курчĕç. Технологи кабинетĕнче конструктор пуçтарчĕç, ОБЖ кабинетĕнче пĕрремĕш пулăшу пама вĕренчĕç, шахмат кĕтесĕнче шахматла вылярĕç. Килнĕ хăнасем шкултан тулли кăмăлпа кайрĕç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев