Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫу — пушар хăрушлăхӗн тапхӑрӗ

01 служба

Ҫулла пушар хӑрушсӑрлӑхӗ — çирӗп те паха ыйту пулса тăрать. Шӑрӑх вӑхӑтра ҫутҫанталӑкра та, зданисенче те пушарсем пулма пултарасси ӳссех пырать, ҫынсене хӑйсен ӗҫӗсем ҫине тимлӗрех пӑхмалли хушма требованисем çирӗплетет. Асăрханусăр пулни, гектарсем йышӑнса тӑракан хир тата вӑрман пушарӗсем килсе тухнин, тискер чӗрчунсемпе çынсем вилнин сӑлтавӗ пулса тӑрать.

Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи пушар надзорӗн уйрăмӗн инспекторӗ Ильдус Валиуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫул пуҫламӑшӗнчен районта 12 пушар (2023 ҫулхи ҫак тапхӑрта 10 пушар) регистрациленнӗ. 

— Статистика кӑтартса панă тăрăх: уйрӑм секторта ҫеҫ мар, тырӑ вырма пуҫланӑ хыҫҫӑн та, ҫулла пушарсен шучӗ ӳссех пырать. Ҫавӑнпа кил хуҫисен те, ял хуҫалӑх обществин ертӳҫисен те уйрӑмах тимлӗ пулмалла, — тет Ильдус Валиуллин.

Инспектор каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫу кунӗсем шӑрӑх тăнипе те хӑрушлӑх кăларса тăратаççӗ. Тавралӑх хутлӑхӗн температури хӗвел ҫинче 30-40 градуса ҫитет, ҫулӑма сӳнтерме ятарлӑ хатӗр-хӗтӗрсӗр тата шывсӑр питӗ йывăр.

Ҫавӑнпа та чрезвычайлӑ лару-тӑру пулма пултарассине май килнӗ таран чакарас тесен, ҫак канашсене пӑхӑнмалла:

çунтармалли-сӗрмелли материалсен станцийӗнче машинӑна ӗҫлеттерме чарса, çунтармалли материалпа тивӗçтермелле;

Ҫиллӗ ҫанталӑкра кӑвайт чӗртмелле мар;

Ҫуртсем, техника, ҫӑмӑл ҫунакан материалсен ҫывӑхӗнче ҫулăм кăлармалла мар;

Ҫулӗ ҫитмен ачасене кӑвайт чӗртме ирӗк пама юрамасть;

Йывӑҫсем ҫывӑхӗнчех кӑвайт чӗртме юрамасть, кӑвара сӳнтермесӗр ан хăварăр.

Паянхи кун чи пысӑк та хӑрушӑ проблемӑсенчен пӗри — вӑрлӑх культурисене акнӑ уй-хирсенче, улӑм куписем патӗнче пушарсене сирсе ярасси пулса тӑрать, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӑмӑл ҫунакан масса пулса тӑраҫҫӗ. Кун пирки район администрацийӗнче иртнӗ чрезвычайлӑ лару-тӑру комиссийӗн ларӑвӗнче те калаçу пулчӗ.

Унта юсавлă тырӑ вырмалли техникӑпа, агрегатсемпе, автомобильсемпе усӑ курмалли çинченхи ыйтăва та хускатрӗç. Тырӑ вырмалли агрегатсене пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе комплектланӑ тата комбайнсен корпусӗсенче ҫӗр патне ҫитмелӗх тимӗр сӑнчӑр пулмалла, унсӑр пуҫне аграри промышленноҫӗн объекчӗсене — йӗтем çине, трактор станӗсене, çунтармалли-сӗрмелли материалсем сыхланакан вырăнсене, склад пӳлӗмӗсене, кантур зданийӗсене — строительство нормисемпе правилисем хушнӑ тӑрӑх, пушара сӳнтермешкӗн ҫителӗклӗ шайра шывпа тивӗҫтересси кулленхи проблема пулса тăма тивӗçлӗ. 

Асăрта тытăр:

— пушар вӑхӑтӗнче тӗтӗм вут-ҫулӑмран чылай хӑрушӑрах, ҫынсем нумайӑшӗ вутпа мар, чыхăннипе вилеҫҫӗ.;
— тӗтӗм йӑсӑрланакан зонӑран эвакуациленӗ чухне йӗпе носовик е йӗпе пусма татăкӗ витӗр сывламалла.

Пушар килсе тухнă тӗслӗхре:

— Пушар сӳнтерекенсене «01», «101» телефон номерӗпе чӗнтермелле;
— вӗсем киличчен ҫынсене эвакуацилӗр, япаласене илсе тухăр;
— ал айӗнчи хатӗрсемпе пушара сӳнтерме тăрăшăр тата инкек курнӑ ҫынсене пӗрремӗш медицина пулăшăвӗ памалли мерӑсем йышӑнăр.
Пушара сӳнтернинчен ӑна сирсе яма ҫӑмӑлтарах!

Справка

Статистика тӑрӑх, Раҫҫейре кашни 4-5 минутсерен пушарсем тухса тăраççӗ. Кашни сехетре вутра ҫын çунса вилет, ҫирӗм яхӑн ҫын суран илет. Çулсерен пӗтӗм ҫӗршывӗпе 12 пин ытла ҫын ҫунса вилет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев