Ҫу иртрӗ, кӗркунне ҫитрӗ. Ачу канчӗ-и?
Хыпарсем

Ҫу иртрӗ, кӗркунне ҫитрӗ. Ачу канчӗ-и?

Ачасен çуллахи канăвӗ мӗнле иртни çинчен Ильсур Халитов калаçать

Ҫуллахи тапхăрта Çӗпрел районӗн шкул çулӗсенчи ачисенчен 1240шӗ (ачасен пӗтӗмӗшле шучӗн 60%) кăнтăрлахи кану учрежденийӗсенче, палаткăллă лагерьсенче, «Чайка» канупа сывлӑха çирӗплетекен лагерьте, ҫавӑн пекех республикӑри тӗрлӗ профильлӗ сменăсенче каннӑ. Çакăн çинчен районти çутӗç уйрăмӗн ертӳçи Ильсур Халитов каласа пачӗ.

– Ильсур Ахметсафиевич, шкулсенче вӗренӳ пуҫланчӗ. Эпир сирӗнпе ачасен çуллахи канăвне пӗтӗмлетӳ тăвар-ха. Ҫӗпрел ачисен кануне кăçал мӗнле йӗркеленӗ? Пӗр сӑмахпа каласан, ачасем вӗренме шкула тунсӑхласа, канса килчӗҫ-и?

– Ҫуллахи каникулта ачасенчен 180шӗ «Чайка» канупа сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьте, 600шӗ – шкул ҫумӗнчи лагерьсенче, 200шӗ çуллахи ӗҫ лагерӗсенче канчӗç. Ҫавӑн пекех, палаткăллă лагерь те йӗркеленӗччӗ. Унта районăн 60 ачи хутшӑнчӗ. Предмет олимпиадисенче, предмет конференцийӗсенче, творчество фестивалӗсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсене тата призерӗсене «Сэлэт» Халăхсен хушшинчи ҫамрӑксен вӗренӳ форумӗнче канма май пулчӗ. Кӑҫал форума Ҫӗпрел районӗнчен 30 вӗренекен кайрӗ. Ҫамрăк ӑрӑва ҫарпа патриот воспитанийӗ парас тата ҫара хатӗрлес тӗллевпе «Ҫамрӑк десантник» ятлă палаткăллă лагерӗн сменисем иртрӗҫ. Лагерьсене кайса канма приоритетлӑ правăсем, паллах, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене парӑнчӗç. Ҫавӑн пекех, кӑҫал Раҫҫей территорийӗнче майăн 25-мӗшӗ хыççăн ачасен лагерьне ҫул ҫӳревӗшӗн тӳлемелли кэшбэк программа йӗркеленӗ –  çакă ашшӗ-амӑшӗн тупăшӗн 50%не каялла тавӑрма май пачӗ. Ҫак майпа районăн 169 ҫемйи усӑ курчӗ.

Сывлӑха çирӗплетес тата воспитани ӗҫне план тӑрӑх илсе пынӑ. Мероприятисене ирттермелли тӗрлӗ форматсене суйласа илнӗ: квестсем, мастер-классем, интеллектуаллă вӑйăсем йӗркеленӗ. Ҫакӑ  – ачасемпе ӳссе килекен ҫамрӑксен пӗлӗвӗн шайне тишкермелли тата аталантармалли меслет.

– Кӑҫалхи çул Тутарстанра «Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ» пулнă май та иртет. Ачасен кануне йӗркеленӗ çӗрте ҫакӑ палӑрчӗ-и?

– Кашни лагерьте ирттерекен мероприятисенчен нумайăшне «Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне» шута илсе йӗркеленӗ. Вӗсенчен «Халӑх ташшисене ташлатпӑр» текен ташă мероприятине, «Тăван чӗлхем – ачаш чӗлхе» литературӑпа музыка каҫӗсене, ачасене тӗрлӗ халӑх, питех те пирӗн территорире пурăнакан тутар, чӑваш, узбек вăййисемпе паллаштарасси тата ыт. те.

Пӗтӗмӗшле илсен, «Чайка» сывлӑха çирӗплетмелли тата кану лагерӗнче пӗрремӗш смена – «Çулла – вăл пӗчӗккӗ пурнӑҫ» ятлӑччӗ, ăна «Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне» халалланӑччӗ. Программăсем тӗрлӗ çулсенчи тата тӗрлӗ наци ачисем хушшинчи туслӑха тата пӗр-пӗринпе ӗçлессине     ҫирӗплетессиччӗ. Тата паллă кашни сменӑна тӗрлӗ ятсемпе йӗркелесе ачасене гражданла-патриотла туйăмпа воспитани парас, вӗсене спорта явӑҫтарас, ҫул-йӗр правилисене вӗрентес, экологи, интеллектуаллă ӑс-хакӑлпа пӗлӳ, нравственность тата пултарулӑх воспитанийӗ парас тӗллевпе йӗркеленӗ.

– «Чайкӑра» республика сменине те йӗркелӗҫ, тенӗччӗ. Унта хӑш районтан ачасем килчӗç?

– Ҫапла, çулсерен пирте ҫул ҫитмен ачасемпе тата вӗсен прависене хӳтӗлес енӗпе республикӑри комисси сахал тупăшлă, нумай ачаллă, тулли пулман, социаллă хăрушлăхра пулнă ачасемшӗн «Галактика ачисем»  текен палаткăллă лагерӗн республика сменине ирттереççӗ. Çак категорири çемьесенчен 50 ача августăн 19-мӗшӗнчен пуҫласа августăн 25-мӗшӗччен «Чайкӑра» канчӗç. Вӗсемшӗн лагерь программинче наркомани, пирус туртни, ӗçкӗçӗлӗх тата преступлени пек проблемăсене асăрхаттарас енӗпе вăйă форминче тематикăлла занятисем ирттерчӗç. Ачасем Атăл тăрăхӗнчи районсенчен килчӗç.

– Виҫӗ уйӑх хушшинче ачасемпе активлă ӗç илсе пынă, эппин...

– Ҫапла. Акӑ ӗнтӗ эпир хамӑр ачасене шкулсенче кӗтсе илтӗмӗр. 2021-2022 вӗренӳ ҫулне ӑнӑҫусемпе вӗҫлеме сывлăхӗсем пулччăр!

– Эпир те ҫак ӗмӗтсемпех юлатпӑр. Тавтапуҫ калаҫушӑн, Ильсур Ахметсафиевич.


Нет комментариев