Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Тырӑшăн декларацине тултармалли йӗрке улшӑнчӗ

Мӗнпур документсене заявлени паракан пурӗ те хăйӗн вăя кӗртнӗ квалификациллӗ электронлӑ подпиçӗпе кӑна алӑ пусмалла пулать.

«Ӗлӗкхи ҫулсенче эпӗ тырăшăн декларацие сертификаци енӗпе ӗҫлекен органра тултараттăм. Кӑҫалтан эпӗ ӑна электронлӑ подпись пулăшăвӗпе хамах регистрацилеме тивӗçлӗ. Тӗрӗс-и çакă?

В.Иванов, Кивӗ Çӗпрел ялӗ.

Хаçат вулаканăн çак ыйтăвӗ çине «Россельхознадзор»ăн ТР  управленийӗн патшалӑх инспекторӗ Раиль Абузяров хуравлать.

– 2021 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен продукцие тӳрӗ килни çинчен декларацисене регистрацилессин çӗнӗ йӗрки хăйӗн вăйне кӗчӗ (Экономика  аталанăвӗн министерствин 2020 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗнчи «Тӳрӗ килни çинченхи декларацисене регистрацилемелли йӗркене тата декларацисен пӗрлехи реестрне йӗркелесси тата илсе пымалли йӗркене ҫирӗплетесси ҫинчен»хи 478 номерлӗ приказӗ). Халӗ декларацие, Росаккредитацийӗн официаллӑ сайтӗнче декларацисене автоматизациленӗ  Электронлӑ регистраци сервисӗпе усӑ курса, заявлени паракан хӑй регистрацилет. Мӗнпур документсене заявлени паракан пурӗ те хăйӗн вăя кӗртнӗ квалификациллӗ электронлӑ подпиçӗпе кӑна алӑ пусмалла пулать.

Тӗплӗнрех информацие «Россельхознадзор»ăн ТР управленийӗнчи фитосанитари надзорӗ, вăрлăх, тырă  пахалăхне тишкерекен надзорăн уйрăмне Хусан хули, Оренбург тракчӗн урамӗ, 20а адресӗ енӗпе килсе, çыру çырса та, ҫаплах 8 (843) 277-69-26 телефонпа шӑнкӑравласа е управлени сайтне shn.tatarstan.ru ссылка урлă кӗрсе те паллашма пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев