Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тырӑ вырмалли комбайнсен юсавлăхне тишкерчӗç

Тишкерӗве кӑҫал та  Шемӗршел кустӗнчен  пуçларӗç.

Комисси составӗнче республикӑн Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин яваплă представителӗсем пурччӗ. Вырӑнти специалистсен ушкӑнне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата агроуправлени начальникӗ Талгат Халитов ертсе пычӗç.

Тыр çи ӗçӗсем пуçланас вӑхӑт та ҫитет. Кунсем 30 градусран та ытларах шăрăх тăнă чухне тырпул та хăвăрт ӗлкӗрет. Хире тухса кайнă комбайнсем «чăхăмламанни» паха. Ҫакна комбайнерсем те лайӑх ӑнланаҫҫӗ.

Комиссийӗн те требованийӗсем ҫирӗп. Пӗрчӗ тăкăнакан шăтăк-путăксем юлман-и, тырă улăмпа пӗрле тухмасть-и, агрегатăн сигнал системи ӗҫлет-и, фарӑсем ҫунаҫҫӗ-и, аптечкӑсем, пушар сӳнтермелли хатӗрсем пур-и – ҫав кун пурне те тӗплӗн пӑхса тухрӗç. Çитменлӗхсене тупса палӑртсан, хӑш-пӗр механизаторсем вӗсене çавăнтах тӳрлетме тăрăшрӗç.

Ертӳҫӗсем каланă тăрăх, комбайнерсемпе вӗсен пулӑшаканӗсене ӗҫ калӑпӑшӗ тăрăх ӗç укçи тӳлӗç. Бункерсем тулса ӗç чарăнса ан тăтăрччӗ тесе, комбайнран йӗтем çине тырӑ турттаракан шоферсен ете хавхалантармалли мерӑсем палӑртнӑ.

–Паянхи «Комбайнсен парачӗ» тесе калакан мероприятие пӗтӗмлетӳ туса «Цильна» обществăн, «Ак Барс – Çӗпрел», «В.П.Дементьев ячӗллӗ агрофирмăсен, «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуçалăхӗсен çӗр ӗçченӗсем тыр çи ӗçӗсем тӗлне çирӗп хатӗрленни çинчен калас килет. Сахал кăна пулсан та, вăхăт пур-ха, ыттисем те техникăна лайăх юсаса хатӗрлӗç, тесе шутлатпăр,  – тет ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов.

Хăйӗн комбайнне лайăх хатӗрлесе I,II тата III вырӑнсене йышӑннӑ ҫӗр ӗҫченӗсене вара Тав ҫырӑвӗсемпе укçан премисем пачӗç.

ФОТОГАЛЕРЕЯ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев