Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тыл ветеранне 90 çул

Тыл ветеранӗ Лидия Павлова çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Çак паллă кунпа тыл ĕçченне Çӗпрел районӗн пуçлăхĕн çумĕ Алексей Ярухин, Упи ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Александр Ярухин сывлăх тата вăрăм кун-çул сунса, 95, 100 ҫулхи юбилее те савăнăçлă кӗтсе илме сунчӗç,  Раççей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Путинран килнĕ салам открыткине, район пуçлăхӗн парнине, чечек пачӗç.

Лидия Николаевна19 31 çулхи октябрӗн 20-мĕшĕнче Çӗнӗ Упи ялĕнче кун çути курнă. Мӗн пӗчӗкрен колхозра вăй хунă: уйра тăрăшнă, çурлапа тырă вырнă, пучах пухнă тата ытти йывăр ӗçе пурнăçланă, вăрçă вăхăтӗнче хирте тырă вырнă, вăкăр кӳлсе вăрмана çӳренӗ, вăрман турттарнă. Анчах паян ветеран çакăн пирки пӗртте ӳпкелешмест.
– Пурте ҫапла пурӑннӑ, ҫӑмӑлах пулман, эпир тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн вăй çитнӗ таран тӑрӑшнӑ, – тет ветеран.
Лидия аппа 1954 çулхине Турхан Упи ялӗнче пурăнакан Зиновий Кузьмичпа пӗрлешсе çемье çавăрнă. Пӗрле пурăнма пуçласан, çичӗ уйăхран, Лидия аппан мăшăрне çар служибине илсе каяççӗ. Зиновий Кузьмич, виçӗ çул тăван, çӗршыв умӗнчи тивӗçне пурнăçласа таврăнать. Туслă çемьере 10 ача: 5 хӗрпе 5 ывăл çуралнă. Анчах та икӗ ывăлӗн пурнăçӗсем кӗске пулаççӗ: пӗри икӗ уйăхра чухне, тепӗри 32çулта пурнăçран уйрăлса каяççӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ачисене лайӑх воспитани панӑ, юратса ӳстернӗ. Лидия аппан чи аслă хӗрӗ Павлыра, пӗр ывăлӗ Ульяновск хулинче, тепри Шăмăршăра, 4 хӗрӗ Упи ял тăрăхӗнче пурăнаççӗ. Телейлӗ асанне-какамайăн паян 22 мăнук тата 24 кӗçӗн мăнук пур, тепӗр кӗçӗн мăнукӗ те çуралмалла. Ачисемпе мăнукӗсем час-часах килсе çӳреççӗ, ӑна савӑнтараҫҫӗ тата яланах тимлӗхре тытаççӗ.

Лидия аппа мӗшӗрӗпе телейлӗ пурнӑҫпа 60 ытла ҫул пӗрле пурӑннӑ. Ӗмӗрӗпех тăван колхозра вăй хунă. Лидия Николаевна колхозра тӗрлӗ ӗçсенче пулсан, Зиновий Кузьмич тракторопа, бригадир пулса тăрăшнă. Мăшăрӗ 7 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Мăшăрӗ вилсен тӗп çуртра пӗчченех пурăннă. Кăçал вара, Лидия аппа тӗп никӗсрен инçех мар çурт-çӗр çавăрса тӗпленнӗ кӗçӗн ывăлӗпе кинӗн çемйине пурăнма куçнă.

Лидия аппана ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем илтме кӑмӑллӑ пулчӗ. Вӑл пурне те саламланӑшӑн тав турӗ, ырӑ сунчӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев