Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тыл ӗҫченне саламларӗҫ

Тӑхӑрвунӑ ҫул – питӗ пысӑк та пӗлтерӗшлӗ пулăм

 

90 çул, пĕр сăмахсăрах‚ сумлă дата – калама çук пĕлтерĕшлĕ пулăм. Паллах‚ пурнăçăн тумхахлă çулĕпе пĕр ĕмĕр енне утса тухма çăмăл мар. Кашнинех Турă çакнашкал телей курма пӳрмен. Чылай ҫулсене пӑхмасӑр, кулленхи ӗҫсемпе тулнă, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне Лазар Степанович вара лайӑх астӑвать, вăл паян чунӗпе хастар.

Октябрӗн 5-мӗшӗнче Матак ялӗнче пурăнакан тыл ӗçченӗ, ӗç ветеранӗ Лазарь Степанович Мадюкин, шăпах Турă парнеленĕ вăхăта тивĕçлĕн хыçа хăварса, 90 çулхи юбилейне кӗтсе илчӗ. Мадюкинсен çемйинчи ултă ачаран вăл виҫҫĕмĕш пулса, 1932 çулта,  çут тӗнчене килет. Унăн та, çӗршыври пин-пин вăрçă ачи пекех, пурнăçӗ çăмăл пулмасть. Пурнăçӗнче йывăрлăхсем нумай пулнă пулин те, нихăçан та пуçне усман. Мӗн ачаран ӗç тӗлне пӗлсе, ӗçчен те пултаруллă çитӗнет. Лазарь Степановичӑн ӗҫлӗ пурнӑҫӗ тӗрлӗрен. 12 çултанах тăван колхозра тăрăшать. Çитӗнсе çитсен бригадира пулăшакан, унтан бригадир пулса ӗçлеме пуçлать. Сельпора лашапа куллен кирлӗ пулнă таварсем, каярахпа вара тăван шкула  лашапа çăкăр турттарать.  Ун хыççăн шкулта кочегар ӗçӗнче тăрăшса ӗçлесе, тивӗçлӗ канăва тухать.

Маттур каччă, ялти купăс вăйçи, 1952 çулта, чунӗ килӗштернӗ хӗрпе, Елизавета Николаевнапа, çирӗп çемье чăмăртаса 4 ывăлпа 4 хӗре пурнăç парса, юратса ӳстереççӗ, пурнăçа хаклама, ӗçе юратма, тăванӗсемпе туслă пурăнма, йывăрлăхра пӗр-пӗрне пулăшма вӗрентсе, вӗсене тӗрӗс çул çине тăма пулăшаççӗ. Шел, Лазарь Степановичăн мăшăрӗн ӗмӗрӗ ытла та кӗске пулать. 1998 çулта вăл, чире пула, пурнăçран уйрăлса каять.

Пурнăç вара шав малалла шăвать. 23 çул каялла Лазарь Степанович Шăмăршă районӗнчи Асанкасси ялӗнче çуралса ӳснӗ Людмила Павловна Маздуковапа пӗрлешет. Вӗсем хӑйсен ватлӑхне кӗтсе илсе, пӗр-пӗрне тӗрек пулса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççӗ. Пахча тулли тӗрлӗ çимӗç лартса ӳстереççӗ, ӗçрен хăраса тăмаççӗ. Вӗсен хуçалăхӗ те çирӗп.

Паянхи кун хисеплӗ юбиляра 15 мăнук тата 16 кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ, вӗсене вăл мăшăрӗпе яланах ăшшăн кӗтсе илет, ăсатса ярать.

Лазарь Степановича пурнăçӗнчи çак чи паллă кун ячӗпе район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Матак  ял тӑрӑхӗн пуçлăхӗ Владимир Шумилов саламлама килнӗччӗ. Хисеплӗ ватă çынна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине, район пуçлăхӗн парнине тата чечек çыххи пачӗç, çирĕп сывлăх, çывăх çыннисен хӳтлĕхне туйса тата нумай çул пурăнма сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев