Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тыл ӗҫченне Елена Васильевна Долгована 95 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗç

Хусканура — перекет

Елена Васильевна Кивӗ Йӗлмел ялӗнче, пӗчченех, пурӑнать. 

Мӑшӑрӗпе пӗрле туса лартнă тӗп никӗсре вӗсем тӑватӑ ача пӑхса ӳстереççӗ. Мӑшӑрӗн тата икӗ ывӑлӗн пурнăçӗсем вăрăм пулман. Елена аппана тата тепӗр икӗ ывӑлӗ, ачисемпе мӑнукӗсем тимлӗхсӗр хăвармаççӗ, килсех çӳреççӗ. Уяв кунӗнче те Елена Васильевнан килӗнче уйрӑмах ӑшӑлăх хуçаланчӗ. Хӑйсен амӑшне, асламӑшне, аппăшне тав турӗҫ, ырӑ сунăмсем сунчӗҫ.

Елена Васильевна ӗмӗр тӑршшӗпех ачасене пӗлӳ парать. Теччӗре специальность илнӗ хыççăн, ҫамрӑк вӗрентекене направленипе Чӑваш Ишлӗ ялне ӗҫлеме яраççӗ. Тӑван ялӗнчен чылай инҫетре пулнăран, вӑл ҫывӑхарах ялта ӗҫе палăртма ыйтать. Ҫапла, кăшт вăхăт иртсен, Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчи ачасен ҫуртне воспитатель пулса килет. 

Тепӗр виҫӗ ҫултан, Виталий Павловичпа мӑшӑрланса, тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкула вӗрентме пуçлать, унта тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫлет. 

Елена Васильевнана пӗлекен ҫынсем вӑл яланах хускануллă, хастар пулни çинчен калаçаççӗ. Ҫакăн енӗпе вӑл хӑй те, нумай ҫулсем хушши пурăннин вӑрттӑнлӑхӗ — хусканура, тет.

Район центрӗпе ял хушшинчи 3 ҫухрӑма яхӑн ҫула вӑл ҫуран, хӗлле — йӗлтӗрпе çӳрет. 

Юбилей кунӗ ячӗпе саламлама килнӗ район пуҫлӑхне Марат Гафарова, Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Рамиль Низамова тата хӑнасене пурне те тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев