Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тыл ӗҫченне – 95 ҫул

Юбиляр

Ҫӗпрел районӗнче пурăнакан аслă çулсенчи ҫынсенчен пӗри, тыл ӗҫченӗ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тăлăх мăшăрӗ Рауза Сиразутдинова хӑйӗн 95 ҫулти юбилейне паллӑ турӗ.

Рауза Сиразутдинова Кивӗ Чукал ялӗнче ҫичӗ ачаллӑ,  ҫемьере иккӗмӗш ача пулса ҫут тӗнчене килет.

Шкулта 7 класс пӗтерсен, вӑрҫӑ ҫулӗсенче почтӑра телеграфист пулса ӗҫлет. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче колхозра, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вӑй хурать.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1949 ҫулта фронтран таврӑннӑ Вализян Сиразутдинова качча тухать. Ҫемьере пилӗк ача ҫуралать. Рауза аппа мӑшӑрӗ тата икӗ ачине ҫут тӗнчерен уйрăлса кайнă, хуйхине нумай курнă.  Хальхи вӑхӑтра Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнать.  Кунта вӑл ветерансене, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен тӑлӑх арӑмӗсене хваттерпе тивӗҫтермелли программа тӑрӑх пурăнма куҫать.

Аслă çулсенче пулсан та, Рауза аппан кăмăлӗ савăк. Хуҫалӑхӗнче сурӑхсем, чӑхсем те усрать.  Ачисем каланӑ тӑрӑх, вăл, çаплах, пахчинче те ӗçлет, ҫӗрулми те çумлать.

Ăна ҫуралнӑ кунпа саламлама районти  Ӗç тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов килнӗччӗ. Юбиляра ӑшӑ сӑмахсем, ырӑ сунăмсем нумай пулчӗç. Хӑнасем Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ открыткине тата район пуҫлӑхӗнчен парне пачӗҫ.

– Сире сывлӑх сунатпӑр. Сирӗн савӑк кăмăлăр нихçан та ан ҫухалтӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсем вара сире тимлӗхпе савӑнтарччӑр, – тесе сунчӗ Данис Сатдинов.

Хăнасем çапла ӑшшӑн саламланăран Рауза аппан куçӗсем шывланчӗç, хăйне хисеплесе килнӗшӗн, тимлӗхшӗн чунтан тав турӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев