Реклама
Хыпарсем
Тыл ӗçченне саламларӗç
Мартăн 24-мӗшӗнче тыл ӗҫченӗ Ольга Ивановна Яхина 90 çул тултарчӗ.
Ăна юбилейпе саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов тата Анат Чакă ял тӑрӑхӗн секретарӗ Наргиза Блохина килнӗччӗ.
Кӗҫӗн Аксу ялӗнче пурӑнакан тыл ӗçченӗ Ольга Ивановна Хулаҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пурнăçри йывăрлăхсене нумай курма тӳрӗ килнӗ. 35 ҫул дояркӑра ӗҫленӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Кӗçӗн Аксу ялне куҫса килет. Анчах та пурнăçра çемье çавăрса яма пӳрмен. Хальхи вăхăтра вӑл хăйӗн килӗнче, йăмăкӗн ывӑлӗпе тата кинӗпе пурӑнать.
Хӑнасем Ольга Ивановнӑна Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ ҫырăвне тата район пуҫлӑхӗнчен парне пачӗҫ. Ӑна сывлӑх, канлӗ ватлăх тата ҫирӗп кӑмӑл сунчӗç.
Ольга Ивановна вара, хăйне тимлӗх панăшăн, хăнасене чунтан тав турӗ, ӗçӗсенче ăнăçу сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев