Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тӑхӑр ачана пурнăç парнеленӗ

«Пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ, тӗнче илемӗ мӗнре?» — текен ыйту çине кашниех хӑйне майлӑ хурав парать.

Аслă ăру çыннисенчен нумайӑшӗ тӗнче илемне тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленинче курнă.

Анат Хураката ялӗнче пурăнакан Гульфия Кадыровна Айметован та пурнăçӗ ӗçлесе иртнӗ. Ҫак кунсенче вӑл 90 ҫул тултарчӗ.

Гульфия Кадыровна тулли, пӗлӳллӗ ҫемьере ҫуралнӑ. Ашшӗпе аслашшӗ мулласем, вӗрентекенсем, тӑрӑшуллӑ ҫынсем пулнӑ... Гульфия та ачаранах ӗçе хăнăхса ӳсет. 

— Нимӗнрен те хӑрамарӑм. Мăшăрăм Айса та ҫавӑн пекчӗ. Ӗçчен хӗрарӑм ывӑл ҫуратать, телейли хӗр ҫуратать, теҫҫӗ вӗт. Шӑпах ҫапла. Тӑхӑр ача çуратса ӳстертӗмӗр, вӗсенчен саккӑрăшӗ ывăл тата пӗри вара — хӗр, — тесе хӑй ҫинчен калаçрӗ Гульфия Кадыровна.

Ачисем мӗн ачаранах колхозра ӗçлеме пуçлаççӗ.

— Кӳлнӗ тӑватӑ лаша хапха умӗнче тӑратчӗ. Ҫапла ачасем колхозран кӑнтӑрлахи апата таврӑнатчӗç. Тав Турра, вӗсем ӗçлесе ӳсрӗç. Ашшӗпе пӗрле пура пуралатчӗç, сутатчӗç. Эпир хунямапа 28 ҫул пӗрле пурӑнтӑмӑр. Ун чухне пирӗн пӳрт икӗ енлӗ, çавăнта тата тин ҫуралнӑ пӑрусемпе сурӑхсем те... Аса илсен, ăнтан каятăн. Укҫи çитнӗ, ҫитмен вăхăтсем те пулчӗç, — тет Гульфия аппа.

Унӑн сакӑр ывӑлӗ те ҫар тивӗçне пурнăçласа таврăнаççӗ. Пурте тирпейлӗ, пӗр-пӗрне пулăшса ҫитӗнеҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ еннелле саланса, ҫемье çавăрса пурăнма пуçлаççӗ. Ывӑлӗ Шаукат аякран таврӑнать, ялта хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелет. 

Шел, Гульфия аппан тӑхӑр ачаран пиллӗкӗшӗ паян пурнăçран уйрăлса кайнă. Унӑн мӑшӑрӗ Айса пичче те вилнӗ. Гульфия аппа тӗп çуртра, вилнӗ ывӑлӗн Маратăн мӑшӑрӗпе — кинӗпе Данияпа пурӑнать. Вӗсем çапла 25 ҫул пӗрле. 

Ачисем амӑшне хисеплени, тимлӗх пани уяв сӗтелӗ хушшинче тепӗр хут палӑрчӗ. Ывӑнма пӗлмен, уçă сăн-питлӗ, ырă кăмăллă, пурнăçа юратакан Гульфия аппа патӗнче пулни — ачисемшӗн ҫеҫ мар, кашни ҫыншӑн та хăй пӗр пысăк телей. Гульфия Кадыровнана сумлă юбилейпа районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ. Вӑл ялти аслă çулсенчи Гульфия аппана тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав турӗ, ырă сунса, парнесем пачӗ.

— Эпир пурте тӗп никӗсӗмӗре пуҫтарӑнсан, килте панулми ӳкмелӗх вырӑн та юлмасть, — тет Гульфия аппан хӗрӗ Альфия. — Пӗрле пухӑнни — чи ырӑ самант. Ку ырă самант пулчӗ, телей...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев