Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тӑван ене пӗлмеллех

Февралӗн 10-мӗшӗнче П.Дементьев музейӗнче Ҫӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче вӗренекенсем, «Тӑван ен историйӗ» предметне вӗренес шайра, «Пӗлетӗн-и, эсӗ хӑвӑн ялна?» тавра пӗлӳ вӑййинче хутшӑнчӗҫ.

Пӗчӗк тӑван ҫӗршыва юратмасӑр Раҫҫее те юратма пулаймасть. Ку вӑл хамӑр тӑван кил-йышпа ҫемьене,  ял тӑрӑхне,  пурӑнакан тата хамӑр ҫӳрекен урамсене юратни те. Хамӑр ҫӗршыва чӑннипех юратас тесен, ӑна лайӑх пӗлмелле те. Хӑвӑн пӗчӗк ҫӗршывна, е хӑвӑн куҫупа, е кӗнекесем пулӑшнипе курма, пӗлме пулать. Тавра пӗлӳ енӗпе ҫырнӑ кĕнекесене вуламалла, историпе йӑли-йӗркисене те пӗлмеллех.

Тапхăрсенче вылякансем хӑйсене сӗннӗ заданисене пурнӑҫларӗҫ.  Районпа ял историне пӗлнине, Тӑван ҫӗршывӑн ҫутҫанталӑкӗпе сиплӗ курӑксем ӳснине,  паллӑ ентешӗсем ҫинчен, ял урамӗсене сӑнӳкерчӗкӗсем тӑрӑх пӗлчӗҫ.

Кашни ыйтусем ҫине тӗрӗс хуравсем шырарӗҫ, тӗпчерӗҫ. Ачасенче тӑван ен историне пӗлес килни, интересленни палӑрчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев