Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен ячӗпе

Кӗскен

Районти Вăрçă тата Ӗҫ мухтавӗн монуменчӗ патӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне халалланӑ митинг иртрӗ.

Ҫак мероприятие Çӗпрел ҫыннисем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннисене, салтаксемпе офицерсене, воин-интернационалистсене, ҫавӑн пекех, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан район çыннисене тата тепӗр хут чысларӗҫ. 

Митинга ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, организацисемпе учрежденисен ӗçченӗсем, студентсем, шкул ачисем тата ыттисем те килнӗччӗ. 

— Ҫак кун эпир Тӑван çӗршыв чиккисен хуралӗнче тăнă район çыннисене, ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ геройсене тепӗр хут аса илетпӗр, вӗсемпе мăнаçланатпăр, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров. 

Митингра ятарлӑ ҫар операцийӗнчен кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑннă район ҫыннисем те сӑмах тухса каларӗҫ. Вӗсем районта пурӑнакансене, предпринимательсене гуманитари пулӑшӑвӗшӗн тав турӗҫ. Мероприяти вăхăтӗнче Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗҫ, вилнисене асӑнса пӗр минут шăп тӑчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев