Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тутлӑ çимипе чапа тухнă

Кивӗ Упи ялӗнче пурăнакан Нина Альмяшкина 90 çул тултарчӗ.

4 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Нина Васильевна колхоза ӗҫлеме кӗрет, ăна конюха пулăшакан пулма палăртаççӗ. Каярах вара тӗрлӗ ҫулсенче колхозра, шкулта, интернатра повар пулса ӗҫлет вăл.

Мăшăрӗпе Петр Ивановичпа виҫӗ ача пӑхса ӳстереççӗ. Мăшăрӗ — платник пулать. Анчах та вăл пурнӑҫран ир уйрăлать, 1975 ҫулта çут тӗнчерен каять.

Нина Васильевна пӗчченех хӑйӗн ачисене вӗренме тата професси илме пулӑшнипе мухтанса калаçать. Аслӑ ывӑлӗ Анатолий ветеринар специальноҫне илет, Галина хӗрӗпе кӗҫӗн ывӑлӗ Василий медицина пӗлӳне илеççӗ. 

Тӗрлӗ ҫулсенче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Нина Васильевна Хисеплӗ грамотӑсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе, «В. И. Ленин çуралнăранпа 100 ҫул» медальпе, Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланнӑ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ. Хисеплӗ хӗрарӑм паян хӑйӗн килӗнчех пурӑнать, çуртне пăрахса ачасем патне куҫасшӑн мар вăл. Аслӑ ывӑлӗпе Анатолийпе Галина хӗрӗ амӑшӗ патне черетлесе килсе çӳреççӗ, ӑна пӑхаҫҫӗ. Хальхи вăхăтра юбилейăн 4 мӑнук пур.

Нина Васильевна паян та активлӑ, пӳлӗмри чечексене юратса ҫитӗнтерет, вӗсем унăн питӗ нумай, астăвăмӗ те лайӑх унăн. Хӑнасене Нина Васильевна хӑйех хапха патне ҫитичченех ӑсатса ячӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев