Иртнӗ эрне тăршшӗпе Гидрометеорологи центрӗнчен даннӑйсем пухрӗç.
«Районсенче ăҫта-тăр тӑпра типпи, хăш-пӗр çӗрте вара — атмосфера типпи палăрать. Кун пек япӑх пулӑмсем пӗтӗм республикипех палăраççӗ. Июнь уйӑхӗнче Тутарстанра норма тăрăх 60 миллиметр вырăнне пурӗ те 15 миллиметр кӑна çумăр çунă», — тесе палӑртса иртрӗ «Тутар-информ» пресс-конференцийӗнче Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров.
Вӑл, çавӑн пекех, федераци тата регион программисен шучӗпе Тутарстанра ҫулсерен 3-4 пин гектара яхăн ҫӗре шӑварни ҫинчен те калаçрӗ. Мелиораци енӗпе килекен заявленисене пурте те ҫырлахтараҫҫӗ. Оборудовани туянма, водопровод хывма, пӗвесем тума тăкаксем субсидиленеҫҫӗ.
Тутарстан Республикин министрӗ каланӑ тӑрӑх, кӑҫал 3,8 миллион тонна тырӑ пухса илме палӑртнӑ. Республикӑра иртнӗ çултан юлнă 1 миллион тонна ытла тырӑ пур. Республикӑра ҫумӑр ҫуманни пӗрчӗллӗ культурăсен тухӑҫлӑхне самаях чакарать, ҫавӑн пекех апат хатӗрлес тӗлӗшпе те ҫивӗч проблемăсем килсе тухаҫҫӗ.
Ҫанталӑк условийӗсене пула 50 пине яхӑн гектар лаптӑкра тӗрлӗ культурӑсене тепӗр хут акма тиврӗ.
Çанталӑк кашни кунах пире хӑйӗн юнтармăшӗсене кăтартать. Кӑҫал ҫуркунне ир килчӗ, ака 2–3,5 эрне маларах вӗҫленчӗ. Ака ӗҫӗсем пӗтнӗ хыҫҫӑнах сивӗсем пуҫланчӗҫ, тырпул шăтса тухнă хыççăн каллех сивӗтме пуҫларӗ", — тесе палӑртрӗ Марат Зяббаров.
Нет комментариев