Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тутарстан территорийӗнче «Ача – тӗп пассажир!» профилактика мероприятийӗ иртет

Иртнӗ çул республика шайӗнче пассажир ачасем хутшăннипе 210 çул-йӗр транспорт аварийӗ регистрациленнӗ.

ГИБДД

Вӗсенче 8 ҫын вилнӗ тата 236 ҫын суранланнӑ. Пассажир ачасем вилнӗ мӗнпур çул-йӗр-транспорт аварийӗсем пурте водительсем ҫул-йӗр правилисене пӑснӑран пулса иртнӗ. Аварисенчен виççӗшӗнче ачасене çӳретмелли правилӑсене пӑснӑ.

– Çулталăк пуçланчӗ кăна пулсан та, республикăра ачасем вилӗмӗпе вӗçленнӗ çул-йӗр-транспорт аварийӗсем пулма та ӗлкӗрчӗç. Вӗсенче виçӗ пассажир ача вилчӗ. Çак виçӗ тӗслӗхре те: Элмет районӗн çулӗ çинче пулнă аварире вилнӗ 15 ҫулти ача хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхăнман пулнă; Сабинск районӗнчи çул-йӗр аварийӗнче ултă уйӑхри ачан автолюлькине тивӗçлипе çаклатман пулни палăрнă. Тукай районӗнче çул-йӗр аварийӗнче вилнӗ тăватă уйăхри ача амăшӗн аллинче пулнă.

Иртнӗ çул пирӗн районта Шланка ялӗ çумӗнче пулнă çул-йӗр аварийӗнче хăвăртлăха ӳстернине тата хăрушсăрлăх пиçиххине çаклатманнине пула, çавăн пекех, водительпе ача вилнӗччӗ, – тесе калаçрӗ ГИБДДăн районти уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

Кӑҫал та пӗр уйăх хушшинче ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн тултарнă  протоколсенчен 15-шӗ шăпах çак хăрушлăх пиçиххийӗсене çаклатманнишӗн çырни çинчен пӗлтерчӗ вăл. Вӗсенчен 10-шӗ – ачана хӑрушсӑрлӑхпа тивӗçтерменшӗн.

правило

Раҫҫей Федерацийӗн ҫул-йӗр правилисен 22.9-мӗш пункчӗ 7 ҫула ҫитмен ачасене ҫӑмӑл автомобильпе е груз турттаракан машинăн кабининче çӳретнӗ чухне  ятарлӑ кресло ҫине кӑна лартмалла тесе калать. 7-11 ҫулти ачасене вара ятарлӑ кресло ҫинче е хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхса лартса çӳретме ирӗк параҫҫӗ. Машинӑн малти ларкӑчӗ ҫинче 12 ҫула ҫитнисене ятарлӑ кресло çине лартмалла. Пиҫиххи ачан пӗвӗпе йывăрăшне тӳрӗ килме тивӗçлӗ, ӑна мӑйӗ урлă çаклатма юрамасть. Çул çинче хăрушлăх юнанă лару-тăрăва лексен 112, 102 номерсемпе шăнкăравламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев