Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тутарстан Республикинчи Наци культурисемпе йăли-йӗркисен çулталăкне халалласа

Ырă йăласене упраса

Кӑҫалхи ҫул Тутарстан Республикинче Наци культурисемпе йӑла-йӗркесен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерни пурнете паллӑ. Асӑннӑ йыхрав пӗлтерӗшне шута илсе, эпир Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакансем, сӑмахран, Карсаков тата Назаров хушаматлă хурӑнташсем, вӗсенчен тӗп пайӗ пенси ҫулӗнчи ҫынсем, православипе ҫыхӑннӑ йӑласене тытса пыратпӑр.

Православнӑйсен тӗп уявӗсенчен пӗри Çутă уяв – Мӑнкун. Ӑна чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, вӑрах хатӗрленеҫҫӗ, хӑйсен килсене ҫуса тасатаҫҫӗ, ҫурт-йӗрсене тирпейлеҫҫӗ, нумайӑшӗ чиркӗве ҫӳреҫҫӗ, типӗ тытаҫҫӗ.  Ҫак тӗн уявӗпе ҫыхӑннӑ ырӑ йӑласем те сахал мар пирӗн. Христос чӗрӗлсе тӑнӑ ятпа ҫак уява ватти те, кӗҫӗнни те хавас пулать.  Мӑнкун кунӗнче ачасем ир-ирех тӑрса, пакетсем тытса, килӗрен киле ҫӳреҫҫӗ, «Христос чӗрӗлсе тӑнӑ» тесе калаççӗ, сӑрланӑ ҫӑмартасемпе тутлӑ апат-ҫимӗҫ пуҫтараҫҫӗ, ҫав хушӑрах тутлӑ апат-ҫимӗҫ илеҫҫӗ, ачасем хуҫисене тав тӑваҫҫӗ, вӗсене ырӑ, сывлӑх тата ҫак ҫуртӑн выльăх-чӗрлӗхӗсене ӗрчеме сунаççӗ. Ку йӑла пирӗн тахҫанах пырать.  Паллӑ ӗнтӗ, тӗрлӗ наци представителӗсен хӑйсен традицийӗсемпе йăли-йӗркисем. Ку вара, тӗрлӗ наци ҫыннисемпе танлаштарсан, пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  Вӗсене ӑруран ӑрӑва парса пымасан ҫак ырӑ йӑласем ҫухалма пултараҫҫӗ.  Пирӗн тӑван-хурăнташсен ырӑ йӑли вара, чиркӳ праҫникӗсемпе ҫыхӑннӑ кунсене ҫулталӑкра икӗ хут пуҫтарӑнасси.

Малтан Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакансем христианствӑна йышӑннӑ хыҫҫӑн, 1861 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче, ял варрине Святой Дмитрий Салунский ячӗпе типлӑ чиркӳ туса лартнӑ (сӑмах май каласан, совет саманинче чиркӳ пулнӑ ҫуртра ял клуб пулнӑ пулсан, 1991 ҫулта ҫав никӗс ҫинчех ҫӗнӗ чиркӳ туса лартнӑ). Çак кун вара ноябрӗн 8-мӗшӗнче приход ҫыннисене чиркӳ праҫникӗ (урӑхла каласан, тӗп) пулса тӑрать. Асӑннӑ куна эпир черетпе, пӗр ҫемьерен теприн патне ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнатпӑр. Паллах ӗнтӗ, Мӑнкун ҫитсен, ҫулленех, малтанах калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, тӑванӗсен тепӗр килне пуçтарăнатпăр. 

Кӑҫал патшалӑх структурисем тӗрлӗ халӑхсен культурине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасси, упрасси тата аталантарасси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Çавна пула эпир, пенси ҫулӗнчи ҫынсем, Карсаковпа Назаров хушаматлă тӑвансен представителӗсем, наци йӗрӗсемпе паллисене мӗнле те пулин ӳстерес, пӗтӗм тӑвансемпе хӑнана – арҫынсем те, хӗрарӑмсем те,  чӑваш наци костюмӗсем тӑхӑнса  пуҫтарӑнас тесе пӗрле йышӑнтӑмӑр. Ҫакна тума нумайӑшӗ чӑнласах хатӗрленчӗç, уйрӑмах хӗрарӑмсем: хăшӗсем асламӑшӗн, амăшӗн чӑваш кӗпине тупнӑ, вӗсем ҫук пулсан профессиллӗ ҫӗвӗҫсенчен заказ парса е, килӗштерсен, хатӗррисене туячӗç. 

Кӑҫал мӑнкунра Суворов урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра Петрпа Светлана Карсаковсен ҫемйинче хӑнана пуҫтарӑтăмăр. Ку ҫемье пире хальхи стильпе тунӑ анлӑ та ҫутӑ ҫуртра питӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Карсаковсен хӑнисенчен пӗри ҫутӑ праҫникре, ҫутӑ пӳлӗмре, ҫутӑ наци тумӗсемпе тӗл пулма епле кӑмӑллӑ пулнине вырӑнлӑ палăртса иртрӗ.  Сӗтел хушшинче Геннадий Карсаков хуткупăс каланă май, тӑвансем чӑваш халӑх юррисене юрларӗҫ, малалла ҫурхи уяр та ӑшӑ ҫанталӑкпа уҫӑ сывлӑшпа уҫӑлас тесе, пӳрт умӗнчи ҫерем ҫине тухрӗҫ, чӑваш такмакӗсем каласа савӑнӑҫлӑ ташларӗҫ.    

Ҫемье пуҫлӑхӗ Петр Дмитриевич хӑйсен ҫӗнӗ ҫуртӗнче (ӗлӗк вӗсем хулара пурӑннӑ) йӗркеленӗ пухушăн пӗтӗм тӑванӗсене тав турӗ, ҫӗнӗ чӑваш тумӗллӗ хӑнасем питӗ килӗшнине,  хӑй савӑннине пӗлтерчӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Светлана Ивановна,  хӑнасене пурне те ӑна харсӑр юрӑсемпе, хаваслӑ ташӑсемпе савӑнтарнӑшӑн тав турӗ, пурнӑҫра пурне те сывлӑх, ҫитӗнӳсем сунчӗ.

 Хӑнасем те хуҫисене лайӑх йӗркеленӗ уявшăн чун-чӗререн тав турӗҫ. Ноябрь уйӑхӗнче Престол праҫникӗ кунӗ ӑҫта тӗл пуласси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, килӗсене саланчӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулу нумайӑшӗн асӗнче вăрах ҫулсем хушши, сыхланӗ тесе шутлатӑп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев