Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Тутарла диктант» çыртăмăр

Район çыннисем «Тутарла диктант» акцие хушăнса, тутар чӗлхипе  пӗлӗвӗсене тишкерсе пăхрӗç

Тутарла диктант çырассишӗн лаптăксене культура çурчӗсенче, çутӗç учрежденийӗсенче, библиотекăсенче йӗркеленӗччӗ.Аслă çулсенчи тӗн çыннисем вара диктанта мечӗтсенче çырчӗç.

Кивӗ Çӗпрел ялӗнче тутарла диктанта çырассишӗн районти культура çуртӗнче, «Созидание» çамрăксен клубӗнче, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗрел вăтам шкулӗн базинче, çаплах  Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи мечӗтре лаптăксем йӗркеленӗччӗ. 

Диктанта хутшӑнакан кашни сертификат илет, ҫӗнтерӳҫӗсене грамотăсем тата асăнмалăх парнесем парӗç.  Акци йӗркелӳҫисем – Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗ,  Хусанти (Атăл тăрăхӗнчи) федераллă  университет, Пӗтӗм тӗнчери тутар ҫамрӑкӗсен форумӗн членӗсем, Тутарстан Республикин  патшалӑх администрацийӗ  тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен представителӗсем.

Районта диктанта пурте ҫырнӑ: вӗренекенсем, аслӑ ӑру, ветерансем, пенсионерсем, вӗрентекенсем, библиотекарьсем, культура ӗҫченӗсем, спортсменсем, тренерсем тата ыттисем те. Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн социаллӑ ертӳçин ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов та тутар чӗлхи енӗпе пӗлӗвӗсене тишкерчӗç.

Диктант ҫырассишӗн 30 минут вăхăт пачӗç. Диктанта тутарла тата пушкӑрт халӑх писателӗн Гумер Башировăн произведенийӗн сыпăкне илнӗччӗ. Онлайн режимра текста ТНВ каналӗнчен профессор, филологи наукисен докторӗ Фоат Галимуллин вуларӗ.

Реклама

«Тутарла диктант» акцире ытти наци  представителӗсем те хутшӑнчӗҫ. «Акчарлак» бассейн тренерӗ  Евгений Меньшов 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче  вӗреннӗ. Евгений каланă тӑрӑх, вӗреннӗ ҫулсенче вӑл тутар чӗлхи енӗпе  диктантсем лайӑх ҫырнă пулнă.

– «Тутарла диктант» акцийӗнче кашни çул  хутшӑнатӑп. Тутар çыннисемпе тачӑ ҫыхӑнура тăрса ӗçленӗрен, хама тутарла та лайӑх пӗлетӗп тесе шушлатăп, акци çак енӗпе пӗлӗве тишкерсе пăхма май парать, – тет Евгений.

Аса илтеретпӗр, «Тутарла диктант» акцие 2015 ҫултанпа ирттереççӗ. Мероприятийӗн тӗллевӗ – тӗрӗс çырасси, литературăпа тутар чӗлхине пӗлесси, орфографи тата грамматика йӑнӑшӗсене тишкересси, тутар чӗлхине популяризацилесси.

Диктантăн пӗтӗмлетӗвне www diktant. tatar.  официаллă сайтра вырнаçтарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев