Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Тутар халӑх апат-çимӗçӗ – питӗ тутлӑ та усӑллӑ

Отрасль технологийӗсен техникумӗнче «Тутар кухни» професси ӑсталӑхӗн республикӑри конкурсӗ иртрӗ.

Мероприятие Тутарстанра пӗлтернӗ Наци культурисемпе йӑла-йӗрке ҫулталӑкӗн шайӗнче йӗркеленӗччӗ.

Конкурсăн тӗллевӗ – тутар халӑхӗн манӑҫа тухнă апат-çимӗç рецепчӗсене, тараватлӑха популяризацилесси тата пропагандӑласси, наци апат-çимӗçӗсемпе интереслентересси. Унсӑр пуҫне конкурс пултаруллӑ та талантлă ҫамрӑксене тупса палӑртассине, кадрсен потенциалне йӗркелессине те шута илет.

Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ҫумӗ Айрат Залялов, техникумăн директорӗ Фаниль Яфизов, «Ак калфак» Пӗтӗм тӗнчери тутар хӗрарӑмӗсен обществăлла организацийӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Гульфия Яфизова хутшӑнчӗç. 

– Паллах, пурнӑҫра пур професси те кирлӗ. Апат-çимӗç пӗçерекен ăста, кондитер пулма уйрӑм вӑй кирлӗ. Ку профессин хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗсем, апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелли меслечӗсем пур. Малашне суйланӑ профессийӗрсенче чи лайӑххисем пулӑр. Ӑнӑҫу сире, – тесе палӑртрӗ Айрат Залялов.

Конкурса хуҫасемсӗр пуҫне Азнакай, Апастово, Пӑва тата Елабуга, çавӑн пекех, Сарман районӗсен професси пӗлӗвӗ паракан учрежденийӗсен студенчӗсем те хутшӑнчӗç. Хутшӑнакансенчен пӗри – Руслан Вакуленко Азнаканай районӗнчен килнӗччӗ. «Çак конкурса эпӗ кăмăлласа килтӗм, – терӗ вӑл. – Эпӗ килте те интернетра тӗрлӗ рецептсем тупма, тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, килтисене пурне те хӑналама юрататӑп. Ҫавӑнпа та повар профессине суйласа илтӗм, вӗренме кӗтӗм. Малалла та ҫак çул-йӗрпе кайма шутлатӑп», – тет вӑл.

Район чысне конкурсра Айсыллу Багаутдинова хӳтӗлерӗ. Вӑл – Кӗçӗн Чăнлă ялӗн хӗрӗ. Ачаранпах повар пулма ӗмӗтленнӗ иккен. «Техникумра пур майсем те пур. Пирӗн педагогсем те лайӑх. Мана кунта питӗ килӗшет», – тет Айсылу.

Техникумăн директорӗ Фаниль Яфизов каланӑ тӑрӑх, кулинари енӗпе паян кунта 80 студент вӗренет. «Техникумра автомеханик, ялхуҫалӑх мастерӗ, водитель, повар, кондитер профессийӗсене пурӗ 250 студент алла илеҫҫӗ. Документсене шкулсенче вӗренсе тухмалли экзаменсем пӗтнӗ хыҫҫӑнах, июнь уйӑхӗнчен пуҫласа август уйӑхӗччен, йышӑнаҫҫӗ. Чикӗлевсем ҫук, кӑмӑл тӑвакансене пурне те йышӑнатпӑр, пуриншӗн те алӑксем уҫӑ».

Реклама

Конкурс кăмăллă иртрӗ. Хутшӑнакансем хӑйсен ӑсталӑхне икӗ тапхӑрта кӑтартрӗç.

Чи малтанах чустаран шӳрпе валли лапша, салма, куллама йышши ҫурма фабрикатсем хатӗрлерӗç. Иккӗмӗш тапхӑрта, чей ӗҫнӗ вăхăтра сӗнекен, «Гульбанак» тата «Роза» ятлă пылак çимӗçсем хатӗрлеме, вӗсене илемлетме сӗнчӗҫ.

Жюри членӗсем конкурсантсене тӗрлӗ критерисемпе хак пачӗҫ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе Апастовăри аграри колледжӗн студенткине Адиля Мухамадиарована тата Азнакайри политехника техникумӗн студентне Руслан Вака III степеньлӗ Дипломпа наградӑларӗç. II степеньлӗ Диплома Елабугӑри политехника колледжӗн студенчӗ Зарина Рафикова тата Сарманри аграри колледжӗн студентки Наиля Хасаншина тивӗçлӗ пулчӗç.      

Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студентки Айсылу Багаутдинова тата Пӑва ветеринари техникумӗн студенки Гелина Чумарина I степеньлӗ Диплома çӗнсе илчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев