Тутар халăхӗн хисеплӗ çынни
Ентешӗмӗре Рафаэль Ильясова халалланӑ кӗнекене Хусанта презентацилерӗç
Хусанти «Пирамида» концертпа кану комплексӗнче ТАССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗн тата Тутарстан Республикин халӑх артисчӗн Рафаэль Ильясовăн асӑну каҫӗ иртрӗ.
«ТАИФ» общество тата Ҫӗпрел ентешлӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ мероприятие «Паллӑ ҫынсем» серирен «Рафаэль Ильясов» кӗнекене презентацилессине халалланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫак кӗнекене чи малтан ҫулла хамӑр ентешӗн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӗнче — Анат Чакă ялӗнче, унтан Кивӗ Ҫӗпрелӗнче — презентациленӗччӗ.
Мероприятире паллӑ юрӑҫӑн ҫывӑх ҫыннисем, тусӗсем, ӗҫтешӗсем тата радио редакторăн талантне кӑмӑллакансем пухӑннăччӗ. Сцена ҫинче тутар эстрада артисчӗсем унӑн репертуарӗнчи юрӑсене пурнăçларӗç.
Тухса калаҫакансем (вӗсен хушшинче ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ильшат Аминов тата халӑх артисчӗ Георгий Ибушев та пурччӗ) Рафаил Ильясов радиора 54 ҫул ӗҫленӗ хушӑра тутар музыкин «ылтӑн фондне» йӗркелес ӗҫе кӗртнӗ пайӗ питӗ пысăк пулнине палӑртрӗҫ.
Кӗнекене кӑларас ӗҫе «Жыен» фонд тата «ТАИФ» общество пуҫарнӑ. Кӗнекене республикӑри вӗренӳ заведенийӗсемпе вулавӑшсене панă та ӗнтӗ.
Мероприятире Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ те хутшӑнчӗ. Унӑн составӗнче район, организацисен ертӳҫисем, культура ӗҫченӗсем тата общество организацийӗсен представителӗсем те пурччӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мероприятие йӗркелекенсене тата кӑларӑм авторӗсене историпе культура еткерлӗхне упраса хӑварас енӗпе пурнăçланă ӗҫӗсемшӗн тав турӗ. Кӗнеке кӑларас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ общество деятелӗсене Хисеп грамотисем тата «Ҫӗпрел районне 95 ҫул» медальсем пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев