Тутар Упи ялӗн историйӗ çинчен кӗнеке тухрӗ
Çын мансан та, истори манмасть
Тутар Упи ялӗн 200 ҫуллăх историйӗ çинчен кӗнеке, икӗ ҫул çырăннă хыççăн çут тӗнчене тухрӗ. Калӑпӑшӗпе вӑл 400 страницӑран тăрать. Ҫавна май кунта савăнăçлă мероприяти иртрӗ. Унăн авторӗ – паллӑ журналист Альфия Саматова.
Паянхи кун ялта 11 ҫурт пур, вӗсенче аллӑрах ытла ҫын пурӑнать. Шел пулин те, ялсем майӗпен ҫухалса пыни пире пурне те пӑшӑрхантарать. Ученӑйсемпе специалистсем ку процеса тӗрлӗ енӗпе уçăмлама тăрăшсан та, хальлӗхе пӗтӗмлетӳ сисӗнмест. Тӗрӗс, юлашки ҫулсенче правительство ялсене упраса хӑварас тесе нумай тăрăшать, Президентӑн вун-вун программи ӗçлесе тăрать.
Уява халӑх нумай килнӗччӗ. Ялти мечӗт ҫывӑхӗнчи лаптăкра ял ҫыннисем пӗрне-пӗри ыталаса йӗчӗç, курнăçрӗç. Кӗнеке пичетлесе тухнине халалланă мероприяти акă çакăн пек уява çаврăнчӗ. Ҫак вырӑнта паллӑ ҫыравҫӑн, поэтăн Фанис Яруллинăн сăввисем асрăмра янăрарӗç.
«Пурӑнма иксӗлми вӑй илме
Ваттине тата çамрăккине те, –
Юратнă, илемлӗ, ырă
Тӑван çӗршывӗ кирлӗ çынна».
...Ҫапла, тӑван ен, тӑван ҫӗр, тӑван ял... кашни ҫыншӑн сăваплă, чуна çывăх вăл. Тăван ял, тăван кил яланах хăй патне туртать, унта çеç чуна канлĕ, лăпкă. Пирӗн пурин те тӑван кил, тӑван ял пур. Кашни ялăн вара хӑйне евӗрлӗ, манăçми, аса илмелли вырăнӗсем, мăнаçланмалли паллă çыннисем пулаççӗ. Тăван кӗтесре пире кашни йывӑҫ, кашни сукмак, кашни ҫын çывăх. Ҫавӑнпа та пирӗн унӑн историне лайӑх пӗлмелле, тавралăха упрамалла, ҫыннисемпе мăнаçланмалла. Тӑван çӗршыв та тăван ялтан пуçланать. Эппин, çӗршыв валли паттăр ывӑлсем, хаваслă хӗрсем ӳстернӗ, мӑнаҫлӑ паттăрсем çинчен тата чапа тухнӑ ял ҫинчен мӗншӗн юрӑ юрлас мар-ха, мӗншӗн кӗнеке ҫырмăн? Тутар Упийӗн те чи пысӑк пуянлӑхӗ вӑл – унӑн халӑхӗ. Пит пысăках мар ял пулсан та, ӗçпе палăрнă ҫынсем йышлӑн унăн. Çак кӗнекере Тутар Упи ялӗн историйӗсӗр пуçне вӗсем пирки çырнă пысăк статьясем вырăн илнӗ. Тутар академи театрӗн артисчӗ, ТАССРăн халӑх артисчӗ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, районăмăрăн тата республикăн мăнаçлăхӗ Хадият Солтанов, журналист, таврапӗлӳçӗ, нумай çул Тутарстанри кӗнеке палатин директорӗ пулса ӗçленӗ Ахметшакир Булатов, паллă тӗн деятелӗ Ахметсафа Валишев та çак ялта ӳснӗ. Çак ялăн илемлӗ ҫутҫанталӑкӗ вӗсене те пурăнма тата творчествăлла ӗçсемшӗн вăй, хавхалану панă. Мероприятие тухса калаҫакансем каланӑ тӑрӑх, тӑван ен историне вӗрентес ӗҫе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Джамиль Асматуллов пуҫласа янă. Хӑй ют çӗрте пурӑннӑ пулсан та, нумай материалсем пухнӑ. Вилӗм никама та хӗрхенмест, ăна пирӗн хушшăмăртан питӗ ир илсе кайсан, материалсем те пичетленмесӗр юлнă. Ял ҫыннисем ăна куҫҫуль витӗр аса илчӗҫ. Чӑнласах вӑл патриотизмла туйăмпа пурӑннӑ. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн, Сазида ханум (Джамилӗн мăшăрӗ) унăн мӗнпур статйине журналиста Альфия Саматована панӑ. Кӗнеке ҫырасси икӗ çула тăсăлнă. Альфия каланӑ тӑрӑх, вӑл нумай архивра пулнӑ, ăна аслӑ ӑру ҫыннисемпе час-часах хутшӑнма, историксемпе тӗл пулма тӳрӗ килнӗ. Паянхи саманара кӗнеке çырса пичетлесе кăларасси çăмăл ӗç мар, паллах. Материалсем пухма Çӗнӗ Упи ялӗнчен Владимир тата Алексей Ярухинсем, Тутар Упи ялӗнчен тухнă çыннисем пысăк пулăшу панă. Пичетлесе кăларма финанс пулăшăвӗсене Джамилӗн мăшăрӗ Сазида ханум тата Тутар Упи ялӗн çынни Фоат Солтанов хăйсем çине илнӗ.
– «Тутарсен хӑйсен Упийӗ пур» текен кӗнекере çак яла ҫухалса пыракан ялсен списокне кӗртнӗ. Анчах та хуласен шавлă пурнӑҫӗпе пурӑнса ирттернӗ ватӑ ҫынсем тӑван ене таврӑнма пуҫларӗç. Вӗсем ялта ҫӗнӗ ҫуртсем туса лартаççӗ, киввисене юсаççӗ, сад ӗрчетес тата хурт-хӑмӑр ӗрчетес енӗпе ӗçлеççӗ. Тутар Упи питӗ илемлӗ, экологи тӗлӗшӗнчен таса вырӑнта вырнаçнă. Тен, кунта каялла таврăнакансем те пулӗç, – тет ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин.
– Ума хунă хамӑр тӗллеве пурнăçларăмăр пуль тетӗп. Ял çинчен палăрмаллах нумай справка илтӗмӗр. Пултаруллӑ, ӗҫчен ҫынсемпе, вӗсен чаплӑ ӗҫӗсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Ҫулсем иртсессӗн те, ӑрусен вăчăра сӑнчӑрӗ ан татӑлтӑр, ял историне пирӗн ачасем те, мӑнуксем те вуласа пӗлччӗр ӗнтӗ, – тет Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин. Районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Айрат Залялов, çак ялта çуралса ӳснӗ тата хальхи вăхăтра 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулăн директорӗ Лилия Насыбуллина, истори тата нумай юрăсен авторӗ Иршат Закиров та кӗнеке питӗ кирлӗлӗхлӗ пулни ҫинчен калаçрӗç. Мероприяти пуҫламӑшӗнчех Иршат Закиров çырнă: «Эй, Тутар Упийӗм» текен юрра Айгуль Абязова пысăк ăсталăхпа пурнăçларӗ. Ватӑсен куҫӗсем шывланчӗç. Ҫапла вара, пӗчӗккӗ кăна Тутар Упи халăхӗн авалтан килекен историне сăнласа паракан кӗнеке тӗнче курчӗ. Эппин, ку ялăн историйӗ пулас ӑрушăн ырă халал пек пулса юлӗ. Апла кăна та мар, вăл историре пысăк пӗлтерӗшлӗ ҫӑлкуҫ тата куçса ăруран-ăрăва пыракан палӑк пулса та шутланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев