Тутар Паснапуç ялӗнче палӑк уçрӗç
Тутар Паснапуç ялӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслă вӑрҫинче вилнӗ ял ҫыннисене асăнса палăк уçрӗç.
Ҫак ялтан ҫапӑҫу хирне 285 ҫын тухса кайнӑ, 200 ытларахăшӗ каялла таврӑнайман. «Хамăр сывă вăхăтра ял çыннисене манмалла мар. Вӗсен паттӑрлӑхӗ ăруран-ăрăва куçса пырса ачасене, мӑнуксене, чăн патриотла воспитани пама тӗслӗх пултӑрччӗ. «Палăка тума пысӑк пулӑшу панăшăн чун-чӗререн тав сăмахӗ калатпăр», – терӗ ҫак ялта çуралса ӳснӗ, медицина енӗпе пысӑк çитӗнӳсем тунă, темиçе созыври республика Аслӑ Совечӗн, ун хыççăн Патшалӑх Совечӗн депутачӗ пулса суйланнă тата хальхи вăхăтра та Хусан хулин Совечӗн депутачӗ Рустам Бакиров.
Палăк уçмалли мероприятие те артистсен ушкӑнне вăл илсе килнӗ. Вӗсем сцена çине тухсан уяв тата та хаваслăрах пулчӗ. Ҫынсем савăнса канчӗç, концерт пӑхрӗç. Ҫак кун Тутар Паснапуç ял халăхӗшӗн нихӑҫан манӑҫми историлле пӗр пулӑм пулса тӑчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев