«Туслăх» паркӗ тăваççӗ
Пурăнакан вырăнăмăра тата та илемлетес тӗллевпе тӗрлӗ юсавпа тирпей-илем кӗртес ӗçсем пурнăçланаççӗ
Республика тата федераллă программăсенче хутшӑнни ҫак ӗҫсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа тухма, анлӑ масштаблӑ строительство ӗçӗсем илсе пыма майсем парать. Ҫакӑн ҫумне тата вырӑнти бюджет майӗсенчен тухса та, тӗрлӗ объектсем тăвасси малалла пырать.
Юлашки ҫулсенче район центрӗ кӑна мар, ялсем те питех улшăнчӗç. Пурӑнмалли пунктсенче ҫулсем тӑваҫҫӗ. Культура, çутӗç, халӑхăн сывлӑхне сыхлас тата ытти ҫул-йӗрсемпе те нумай ӗçсем пурнăçланаççӗ. Кӑҫалхи ҫул вӗçӗнче вăя кӗрекен объектсем те теçеткерен ытла. Çавсенчен пӗри – район центрӗнчи, урăхла каласан, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн зданийӗн территорийӗнче тăвăнакан «Туслăх» паркӗ. Район бюджетӗнчен финансланакан объекта иртнӗ çул яваплăхӗ чикӗленнӗ «СтройБлок» общество тума пуҫланăччӗ. Кӑҫал çак ӗҫе «Прогресс» муниципаллă унитарлă предприяти малалла тăсать. Халӗ кунти строительство ӗçӗсем финиш йӗрӗ патне ҫывхараççӗ теме пулать – парк территорине ешертесси пуҫланнӑ, ҫав тӗллевпе улма йывăççисем лартнӑ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн архитектурӑпа строительство ӗҫӗсен уйрăмӗн начальникӗ Радик Багаутдинов каланӑ тӑрӑх, кунта чечек газонӗсем те пулӗç, йӗри-таврашне хӳмепе тытса илӗç, ларса канмашкăн сакăсем те пулӗҫ, обществӑлла туалет ӗҫлӗ, унта алӑ ҫӑвассишӗн ӑшӑ шыв та пулӗ. Çутатмалли лампочкисене хунă та ӗнтӗ.
– Ку парк Республика йӗркеленнӗренпе 100 ҫул тата район йӗркеленнине 90 ҫул ҫитнӗ ятпа район çыннисене парне пулӗ тесе шухăшлатăп. Ҫӗпрел районӗнче нумай наци халӑхӗ пурӑннине шута илсе, унăн ятне те «Дружба» («Туслăх») тесе хутăмăр, – тет Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев