Туслă, пӗрле пурӑнар
Ӗнерхи почтăран
Куршанкă-Шăхаль ялӗнчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче тата ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуç хунисене халалласа лартнă астăвăм палӑкӗсене пӗрле пӗр хӳмепе çавăрса илесси пирки район ертӳçи Марат Гафаров патне ыйтупа кайнăччӗ. Ку ыйтăва хăвăрт хушăра татса пачӗç, ӗçлесе те хучӗç.
Ӗлӗкхи хӳмене вара ялти часовньăн йӗри-таврашне ял çыннисем пӗрле пуçтарăнса куçарса лартма вăй-хăват çитерчӗç. Пысӑк ӗҫ тăвăнчӗ.
Район ертӳҫине Марат Гафарова, ҫак ӗҫе пурнăçланă каччăсене, ял çыннисене чунтан тав тунине пӗлтерес тетӗп. Маттурсем, малашне те çапла ырӑ ӗҫсем пурнăçласа, туслӑ, пӗрле пурӑнар!
Владимир Алексеев, Шалти ӗҫсен тата çар юхăмӗн ветеранӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев