Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Турниртан — çӗнтерӳпе

Спорт

Раççей Армрестлинг спорчӗн федерацийӗ майăн 19-мӗшӗнче Санкт-Петербургра «Вершина#35» профессиллӗ турнир ирттернӗ. Унта пирӗн ентеш, армрестлинг енӗпе спорт мастерӗ, Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан Петр Мускатинов хутшăннă.

Турнирта Раççей спорт мастерӗ Петр Мускатинов 60 килограмм таран категорире сывлăх енчен çирӗп мар спортсменсен хушшинче Мускавран килнӗ спорт мастерӗн кандитачӗпе Олег Кармановпа ăмăртса, пилӗк раундра алă вăйӗ виçсе 5:0 шутпа çӗнтернӗ. Каласа хăвармалла, ку çӗнтерӳ унăн вуннăмӗш.

Петр Мускатинов — Раççей спорт мастерӗ, Тутарстан Республикин чемпионӗ, Армрестлинг енӗпе Европа чемпионачӗн бронза призерӗ тата Армрестлинг енӗпе тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ. Унăн хастарлăхӗпе хăвачӗ нумайăшне хавхалантарать, кашни çӗнӗ çӗнтерӗвӗ хăйӗн дисциплининче чи лайăх спортсменсенчен пӗри пулнине çирӗплетет.

Эпир ентешӗмӗре черетлӗ çӗнтерӳпе хӗрӳллӗн саламлатпăр, çемье телейӗ, тата та пысăкрах çитӗнусем тума ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев