Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Турă пӳрнӗ шăпа: 55 çул пӗрле

Телей вăл — пӗр-пӗрне савса, килӗштерсе пурăннинче, тӳсӗмлӗх пулнинче

Пурнăç

Николай Журавлев, Кивӗ Çӗпрел ялӗ

1969 çул... Эпӗ савнă хӗрпе Лидияпа, хӗллехи каçхи урампа, çăлтăрсем çутатнă çулпала çӳретӗп. Январь уйăхӗн юлашки кунӗсем. Çанталăк сивӗ тăрать. Хӗл сивви пите чӗпӗтет, юр пӗрчисем ахах пӗрчисем пек, ялтăртатаççӗ. Йывăçсем те шап-шурă курăнаççӗ, вӗсене те пас тытнă, çӳлте тӳпере пин-пин çăлтăр çутатать. Çав çăлтăрсем хушшинче пирӗн çăлтăрсем ялкăшаççӗ.

Эпӗ нихăçан та манмастăп çак сивӗ те çăлтăрлă кунсене, чӗре хумханса тапнине, малалла иккӗн çемье çавăрса, пурнăç урапине пӗрле туртса пыма сăмах панине. Эпир январӗн 27-мӗшӗнче çырăнтăмăр. Туя вара, февралӗн 16-мӗшӗнче ирттерме калаçса татăлтăмăр. 

Паллашнă кун — Çăварни кунӗччӗ. Эпир, паллашнă хыççăн, çулталăк çурă пӗр-пӗринпе килӗштерсе çӳрерӗмӗр. Лидия — Упи ялӗн хӗрӗ, эпӗ Алешкин-Саплăк ялӗнче çуралса ӳснӗ. Упире Лидиясен çемйипе юнашар аннепе пӗртăван мăнакка пурăнатчӗ. Пӗрремӗш хут унта кайсан тӗл пулнăччӗ. Эпӗ ун чухне шутламан та малашнехи пурнăçа çак хӗрпе пӗрле çыхăнтарасса.

Сехет йӗппи майӗпен куçать, вăхăт шăвать, пурнăç иртет, ӗмӗр кӗскелет. Пурнăç урапи майӗпен çаврăнсан та, акă, мăшăрăмпа иксӗмӗр 55 çул пӗрле пурăнатпăр. Вăхăт иртнине сиссе те юлаймарăмăр. Çапла, ӗмӗр вӗçсӗр мар, ватăлнăçемӗн çамрăклăх аса килет, вăл нихăçан та çаврăнса килес çук. Пӗр юрату çеç чӗрере упранать. Чун вара, ватăласшăн мар.

Январӗн 27-мӗшӗнче пирӗн пысăк уяв — Изумруд туй. Малашне те çапла, мӗн виличчен пӗр-пӗрне савса, килӗштерсе пурăнасчӗ. Эпӗ пăхатăп та çул çине, вăл вăрăм та тӳрӗ, тикӗс курăнать. Анчах та пирӗн пурнăç çулӗ тикӗс пулман, вăл кукăр-макăр, тăвалла-анаталла. Пурнăç урапи тикӗс кусмасть çав, пурнăçа илсе пыма, пурнăç урапине туртса пыма нумай-нумай вăй-хал кирлӗ. Пурнăç вара, мӗнле пулсан та, илемлӗ-çке! Телей тени япалара мар, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăннинче, тӳсӗмлӗх пулнинче, кашни ӗçе канашласа тунинче. Эпир мăшăрăмпа çак çӗр çинче 55-мӗш хӗл кунне пӗрле кӗтсе илтӗмӗр. Ку вăл — чăн-чăн пуянлăх темесен тата мӗн тейӗн?!

Икӗ ывăлпа пӗр хӗр çуратса ӳстертӗмӗр. Пурнăçра темӗн те пулнă, кашăк-тирӗк, паллах, шакăртатмасăр пулмасть. Пурнăçра такăнасси те пулать, вăхăтра каçарма пӗлнӗ. 

Пурнăç хăй еккипе шунă чух, кӗтмен çӗртен хуйхи те алăка килсе шаккать. Чи йывăрри, ачана юлашки çула ăсатасси, 35 çул тултарнă ывăлăмăр пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайни. Çухату чӗресенче ӗмӗрлӗхех пысăк суран хăварчӗ. Çын хăйӗн ӗмӗрӗнче мӗн чухлӗ куççуль тăкать-ши: куççуль юхать савăнăçпа, хуйхăпа, асаппа. Савăнăç куççулӗ, савăнăçлă кунсем нумайрах пулсанччӗ. Эпир сивӗ çанталăкра паллашрăмăр пулсан та, пӗр-пӗринчен сивӗнмерӗмӗр. Çыннăн чăтмалла, тӳсмелле. Пурнăç малалла пырать майӗпен. Çумри мăшăртан хакли вара, никам та çук, пӗр-пӗрне упрама пӗлмелле.

Хальхи вăхăтра эпир иксӗмӗр çеç пурăнатпăр. Телевизорпа çӗнӗ хыпарсем итлетпӗр, районти çӗнӗлӗхсене «Тăван ен» хаçатран вуласа пӗлетпӗр. Лайăххишӗн савăнатпăр, начарришӗн кулянатпăр. Ачасем, мăнуксем килсех çӳреççӗ. Çулла пахчаçимӗç акса ӳстеретпӗр, çапла иккӗн кăштăртатса пурăнатпăр. Мăшăрăмăн сывлăхӗ хавшани вара, чирлесе кайни чуна питӗ ыраттарать. Пурăнасчӗ-ха тата нумай-нумай çул, иртнисене аса илсе, ачасемпе, мăнуксемпе савăнса, пӗр-пӗрин хакне пӗлсе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев