Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тупӑш ҫинчен отчет пама вӑхӑт

2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗршывра деклараци кампанийӗ пуҫланчӗ, деклараци пынă вăхăтра граждансем 2022 ҫулта илнӗ тупӑшӗсем ҫинчен отчет пама тивӗçлӗ.

 

Ҫакӑ граждансен налог суммине хӑй тӗллӗн шутласа, 2022 ҫулта тупӑш илнӗ пулсан, налук органне 3-НДФЛ формипе физически лицосем тупӑшӗсем валли налук декларацийӗ тӑратмаллине пӗлтерет:

– харпăрлăхра пулнă пурлӑха сутнинчен;

– пурлӑха арендӑна панинчен;

– хаклӑ хутсем сутнинчен;

– ҫывӑх тăванӗ пулман  ҫынсенчен куçăмсăр пурлăх, транспорт хатӗрӗсем, акцисем, пайсене парне пулнă май илнӗ чухне;

– выляса илсен;

– Раҫҫей Федерацийӗн тулашӗнчи ҫӑлкуҫсенчен тупăш илнӗ чухне.

Çавăн пекех, илнӗ тупӑшсене те уйрӑм предпринимательсем, уйрӑм практикӑпа ӗҫлекен нотариуссем, адвокат кабинечӗсене йӗркеленӗ адвокатсем те деклараци пама тивӗçлӗ.

3-НДФЛ формипе налук декларацийӗсене хӑйне шута илнӗ вырӑнпа кирек мӗнле мелпе те налог органне пама пулать. 3-НДФЛ декларацине Раҫҫей Федераллă налог службин сайчӗ ҫинче «Личный кабинет для физических лиц» сервис урлӑ тӑратма меллӗрех, унта даннӑйсен чылай пайне тултарса лартнӑ.

Деклараци памалли вăхăт – 2023 ҫулхи майӑн 2-мӗшӗнчен кая юлмасӑр, физически лицосен тупӑшӗсем валли налук тӳлемелли вăхăт – 2023 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнчен кая юлмасӑр. Деклараци формине 29.09.2022 çул, ЭД-7-11/880 № приказпа ҫирӗплетнӗ.

Раҫҫей Федераллă налог службин Тутарстан Республикинчи управленийӗ аса илтерет: 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче деклараци памалли юлашки срок налук расчечӗсене илесси çине пырса тивмест. Кун пек декларацисене ҫулталӑк хушшинче кирек хӑш вӑхӑтра та пама пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев