Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Тупӑш илтӗн пулсан, деклараци пама ан ман!

Ҫак кунсенче декларацие тултарас енӗпе практика пулӑшӑвӗ парӗҫ.

2023 ҫулта илнӗ тупӑшсем ҫинчен калакан декларацие 2024 ҫулхи майăн 2-мӗшӗччен памалла. Ҫакна налог инспекцийӗнче, нумай функциллӗ центрсенче е налог тӳлекенӗн личный кабинечӗ урлӑ онлайн режимӗнче пурнăçлама пулать.

2023 ҫулта налог тӳлекенӗн харпăрлăхра пулнă пурлӑха сутнинчен, пурлӑха арендӑна панинчен, хаклӑ хутсем сутнинчен, ҫывӑх тăванӗ пулман ҫынсенчен куçăмсăр пурлăх, транспорт хатӗрӗсем, акцисем, пайсене парне пулнă май илнӗ чухне, выляса илсен, ют çӗршывсен ҫӑлкуҫӗсенчен тупăш илнӗ чухне тупăшсем çинчен отчет пама тивӗçлӗ.

Ҫавӑн пекех тупӑш ҫинчен калакан декларацие уйрӑм предпринимательсем, уйрӑм практикӑпа ӗҫлекен нотариуссем, адвокат кабинечӗсене йӗркеленӗ адвокатсем тата ытти ҫынсем те деклараци пама тивӗçлӗ.

Декларацире палӑртнӑ НДФЛшăн 2024 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗччен тӳлемелле.
Ку вӑхӑт налог льготисем илессине пырса тивмест. Декларацие ҫулталӑк хушшинче кирек хӑш вӑхӑтра та пама пулать.

Раççейӗн Тутарстан Республикинчи 8-мӗш районсен хушшинчи Федераци налог служби налог тӳлекенсене 2024 ҫулхи апрелӗн 18 тата 25-мӗшӗсенче 9.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен уҫӑ алӑксен кунӗсене чӗнет. 

Ҫак кунсенче декларацие тултарас енӗпе практика пулӑшӑвӗ парӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев