Тулăх пурнăçӗ – тăрăшуллă ӗçӗ
Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурӑнакан Назира Мифтахутдиновна Шарафутдинова та ҫулсеренех хӑйӗн пахчинче кавӑн акса ӳстерет. Тухăçӗ те лайӑх пулать иккен. Кивӗ Кахӑрлă ялӗнче çӳллен ирттерекен «Кавӑн уявӗнче» те унăн кавӑнӗсем яланах вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Паян халӑха пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтернипе тӗлӗнтерме пулмасть. Эпир пурте кишӗр, сухан, помидор тата ыттине те акатпӑр. Нумайӑшӗсем юлашки вӑхӑтра кавӑна кăмăллама пуҫларӗҫ. Ялсенче ӑна пахчи-пахчипе ӳстереҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх те савӑнсах ҫиет, кукӑль те питӗ тутлӑ пулать, теҫҫӗ.
– Вăрлăхне те хамах тăватăп. Кавӑнӗ тухӑҫлӑ пулчӗ кăçал. Манӑн пахча пысӑк, ҫӗрулми нумай кирлӗ мар. Эпӗ ҫумкурăк ан ӳстӗр, пахча пушă ан юлтӑр тесе, кавӑн лартма тытӑнтӑм. Халӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытмастӑп. Манӑн темиҫе сăвакан качака пур, ҫуркунне бройлерсем, кӑвакалсем туянса ӳстеретӗп. Кавӑн кукăлӗ те питӗ тутлӑ, качакасем те юратсах ҫиеҫҫӗ. Тепӗр тесен, кавӑн усӑллӑ ҫимӗҫ, сӗткенӗнче те усӑллӑ вещестосем нумай. Паллах, кавӑн шултра пултăр тесен, ӑна пӑхмалла, тӑпрана кăпкалатмалла, çумкурăкран тасатмалла, – тет Назира аппа.
Ялта пахчасем пысăк. Назира аппан пахчи, пирӗнле каласан, питӗ пысӑк, сарлакӑшӗ те, тӑршшӗ те. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн пахчин пӗр пайне курăк валли уйăрнă, темиҫе йăран ҫӗрулми, чӗкӗнтӗрӗ пур, ытти юлнă вырăна кавăн акнă. Кӑҫал ҫурхи ҫумӑрпа кавӑнӗсем та лайӑх шӑтса тухнă, ӳснӗ. «Ҫу каҫах пахчаран кӗмен, алăпа та çумларăм, матиклерӗм те, ҫумкурӑкӗ ан ӳстӗр терӗм. Ҫавӑнпа та ман кавӑнсем, чуна савӑнтарса, пысӑк ӳсрӗç. Ҫӗрулми те аванах», – тет 88 ҫулхи Назира аппа. Назира аппа ӗмӗр тӑршшӗпех ӗçре пулнӑ. Хăй каланӑ тӑрӑх, 11 ҫултах вӑл лашапа ҫӳреме пуçлать. Шӑпа ăна савӑнӑҫне те, хурлӑхне та пайтах панă. Лутрарах та яштака пӳллӗ хӗр Киров енне вӑрман хатӗрлеме каять. Ыттисенчен юлас мар тесе плана пурнӑҫлама тӑрӑшать, ӗҫ хыҫҫӑн та ҫамрӑксемпе тӗрлӗ каçсем ирттерме хастар хутшӑнать. Унтан каялла таврӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл колхозра та тăрăшса ӗҫлет, ялти хӗрсемпе хӗрарӑмсемпе пӗрле сушилкăра тырă типӗтет. Районти загатконторăн Кивӗ Кахӑрлă, Тутар Тӗкки ялӗсенче вӑл ҫӗрулми, сӗт-ҫу пуçтарать, фермӑра ӗнесем сӑвать, патшалӑх страхованийӗн районти пайӗнче ăна ӗҫлеме тӳрӗ килет.
Мӑшӑрӗпе Анваршапа вӗсем тӑватӑ ывӑл пăхса ӳстереççӗ. Пӗр-пӗрне куҫран пӑхсах ӑнланакан мӑшӑра, ватлăхра пӗр-пӗрне пулӑшса, пӗр-пӗрне тӗрек пулса, пӗрле ватӑлма пӳрмен çав. Мăшăрӗ Анварша ялтан района сӗт турттаракан пулнă. Пӗр кунхине вӑл сӗт леçме тухса кайсан, трагедилле вилет. Çак хуйха та парăнмасăр, Назира аппа малалла пурăнма хăйӗнче вăй тупать. Ҫакӑнпа кăна сăнавсем пӗтмеҫҫӗ, унӑн икӗ ывӑлне те пытарма тӳрӗ килет. Турă ҫине таянса, унран пулӑшу, пурăнма вӑй илсе, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне малалла тӑсать. Тӗне пӗтӗмӗшпех парӑнать. 2012 ҫулта хаджа кайса килет.
– Тухăçа пухса кӗртнӗ май, эпӗ ҫитес ҫул пахчана сахалтарах акӑп, ҫуркунне ҫитсен, пахчана тухатӑп та, çӗр тухăçлăхлă, ӑна мӗнле пушă хăварăн тесе шутлатăп, вара татах акса тултаратăп. Мана нумай кирлӗ мар вӗт, хам валли хӑварса, пахчаçимӗçе те, уттине те ытлашшине сутатӑп, – тет Назира аппа.
– Нихăçан та шăпана, пурнӑҫăма ӳпкелемерӗм. Ӗҫ маншӑн йӑпану та, савӑнӑҫ та пулчӗ, хамăн хуйхăсене ӗҫпе пусарма тӑрӑшрӑм, – тет Назира аппа.
Ҫапла вара сăнавсене парăнманнисене Турă та ҫавӑн пек ырӑ пурнӑҫ парнелет-тӗр. Анчах та, ҫителӗклӗ пурнăç хыçӗнче тӑрӑшуллӑ ӗҫ тӑнине те асра тытас пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев